10 июня 2016 г.
Июнĕн 6-мĕшĕнче республикăри 4,2 пин выпускник математикăпа профиль шайĕнчи экзамен тытрĕ.
Аслă вĕренỹ заведенийĕсенче ăс пухас ĕмĕтлĕ шкул ачисемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ экзамен Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче иртрĕ. Профиль экзаменне пурĕ 121-ĕн тытнă. 11-мĕш класран вĕренсе тухма хатĕрленекенсене математика экзаменне йăлана кĕнĕ тăрăх ятарлă хатĕрсемпе тĕрĕслесе кĕртнĕ. Экзамен пыракан кабинетсенче камерăсем ĕçленĕ. 3 сехет те 55 минут хушши пынă экзамен пăтăрмахсемсĕр иртнĕ. Пирĕн район вĕренекенĕсем шпаргалкăсемпе е сотовăй телефонсемпе усă курнине тупса палăртман. ЧР Вĕренỹ министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, июнĕн 6-мĕшĕнче республикăра пурĕ 5 ачана тĕрĕслев ирттермелли правилăсене пăснăшăн экзаменран кăларса янă. Вĕсем халĕ çак предметпа экзамен тепĕр хут çитес çул çеç тытма пултарĕç. Пурĕ вара паянхи куна Чăваш Енре шпаргалкăсемпе е сотовăй телефонсемпе усă курнăшăн экзаменсенчен 57 ачана кăларса янă, вĕсенчен 9-мĕшсем - 44 ача, 11-мĕшсем - 13.
11-мĕшсен математикăпа профиль шайĕнчи экзамен кăтартăвĕсем июнĕн 21-мĕшĕнче паллă пулĕç. Выпускниксен пурин те тытмалли экзаменсем вĕçленчĕç, халĕ вĕсене суйласа илнĕ предметсемпе тĕрĕслев кĕтет. Районти выпускниксем ку экзаменсене Патăрьел, Елчĕк районĕсенче тата Шупашкар хулинче тытĕç.
Юлашкинчен вара çакна каласа хăварас килет: районта патшалăх экзаменĕсене йĕркелесе ирттерессипе ĕçлекен специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче тăххăрмĕшсен математикăпа тата суйласа илнĕ предметсемпе тытнă экзаменсен кăтартăвĕсем паллă пулнă. "Иккĕ" илнĕ тăххăрмĕшсен çитес вăхăтрах экзамена тепĕр хут тытма май пулĕ.
ЧР Вĕренỹ министерстви выпускниксене тепĕр хут çапла асăрхаттарса калать: экзамен тытмалли правилăсене пăсма ан хăтланăр, сотовăй телефонсемпе тата шпаргалкăсемпе усă ан курăр! Ку сире сиен кỹрĕ çеç.
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"