АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Элĕксем Республика кунне хатĕрленеççĕ

10 июня 2016 г.

Кăçал Республика кунĕ Шупашкар хулипе пĕрлех Элĕк районĕнче те иртет. Пысăк та сумлă уява хатĕрленессипе Элĕкре ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Хăна-вĕрле пухасси нихăçан та çăмăл мар. Республикăри тата тĕрлĕ регионти ентешсемпе пĕлĕшсене, ĕçтешсене кĕтсе илесси вара уйрăмах яваплă. Район центрне хăтлăх кĕртессине мĕнпур предприятире, организацире ĕçлекенсем хастар хутшăнаççĕ. Пур çĕрте те тирпей-илем кĕртеççĕ, чечексем лартаççĕ.

Килекен хăнасене Элĕксем çĕнĕ этномузейпа тĕлĕнтересшĕн. Унăн территорийĕнче ял тăрăхĕсен çурчĕсем вырнаçĕç. Сукмакĕсем вара хальхи брусчаткăран е плиткăран мар, йывăçран пулĕç. Чи малтанах çĕрĕн пĕр сийне илсе хăйăр турттарса тикĕсленĕ, унтан йывăçран касса кăларнă, хупписене вистенĕ çаврака шакмаксем хурса тухнă. Этномузея вăхăтра хута ярас тĕлĕшпе Элĕкри вĕрентỹ учрежденийĕсен ĕçченĕсем нумай вăй хураççĕ. Шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче ĕçлекенсем унта тасатса тирпейлес ĕçе хутшăннă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика