10 июня 2016 г.
Июнĕн 4-5-мĕшĕсенче Шупашкар районĕнче çуллахи ялти спорт вăййисен 18-мĕш ăмăртăвне республикăри районсемпе хуласенчен 800 спортсмен хутшăннă.
Комсомольски районĕн спортсменĕсем 10 ăмăртура тупăшнă. Утă çулакансем вăй виçнĕ çĕрте М.Ивановпа Г.Волкова 2-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Лапталла выляса та арçынсен команди 3-мĕш вырăн йышăннă. Сĕтелçи теннис вăййисенче Ф.Гаврилов, Л.Серебров, О. Митюкова, М.Филиппова команди 3-мĕш пулнă.
Çавăнпа пĕрлех районти ял хуçалăх ĕçченĕсем чи лайăх 10 ĕне сăваканпа механизаторсен йышне кĕнĕ. Юлашки кунĕнче район команди канат туртса 3-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
Источник: "Каçал Ен"