07 июня 2016 г.
Çуллахи каникул кунĕсем çитессе ачасем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çак вăхăтра канма, выляма вăхăт çителĕклех. Шăрăх çанталăкра шывра чăмпăлтатасси те илĕртет вĕсене. Анчах та пĕве, юханшыв пурнăçшăн хăрушă пулнине пĕчĕккисем ăнланмаççĕ.
Чылай чухне вĕсем аслисене систермесĕрех хăйсем тĕллĕн шыв хĕррине утаççĕ. Инкекрен асăрханас тесессĕн вара мĕн тумалла-ха? Чи малтан пĕчĕкскерсене шыва кĕни инкек патне илсе çитерме пултарни пирки тĕплĕн ăнлантарса памалла. Вĕсене хăйсем тĕллĕн çеç шыва кĕме ирĕк памалла мар. Аслисен тимлĕ пулмалла, тăтăшах профилактика калаçăвĕсем ирттермелле. Сăмахран, шăрăх кунсем пуçланман пулин те, кăçал шывра путнă тĕслĕхсем пĕрре кăна мар пулнă. Республикăра 6 çын путса вилнĕ, çав шутра - 2 ача. Çĕмĕрле районĕнчи Çĕнкасра пĕчĕк ачасем, пиччĕшĕпе шăллĕ, путнă. Пĕчĕкскерсем ашшĕ-амăшне каламасăр шыв хĕррине кайнă, паллах, вĕсем ишме пĕлмен.
Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн, аслисен ачасемпе тимлĕ пулмалла. Вĕсем вăхăта епле ирттернипе кăсăкланмалла, хăйсем тĕллĕн çеç шыва кĕме юраманнине асăрхаттарсах тăмалла. Çу кунĕсем ырă пулăмпа кăна асра юлччăр тесен аслисен пĕчĕккисене пĕр минутлăха та куçран вĕçертмелле мар.
Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри Управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2014-2015 çулсенче республикăра 3-13 çулсенчи 8 ача путса вилнĕ.
А.СОЛОВЬЕВА.
Источник: "Каçал Ен"