07 июня 2016 г.
Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне хатĕрленнĕ май Чăвашстат асăннă пулăма халалланă курав фильмĕ ỹкернĕ.
Сюжетра çыравçăсем респондентсемпе - харпăр хăй хуçалăхĕсен хуçисемпе тата хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе - хутшăнни тĕп вырăн йышăнать. Унта пурнăçра сиксе тухма пултаракан лару-тăрăва та уçса панă. Тĕслĕхрен, фермер асăннă мероприяти çинчен пĕлет, анчах хăйĕн хуçалăхĕ пирки пĕлтересшĕн мар. Çыруçăн çĕр ĕçченне ỹкĕте кĕртме пултармалла: ыйтăм листине йĕркелемешкĕн вăхăт тупаймасан та альтернативлă майпа - электронлă меслетпе - хуравлама юранине аса илтермелле. Çыруçă ĕçĕ чăннипех яваплă та кăткăс пулнине çирĕплетет çакă, унсăр пуçне унăн тавракурăмлă, чăтăмлă пулмалла тата çыннăн кăмăлне çавăрма пĕлмелле.
Фильм РФ Президенчĕн Владимир Путинăн сăмахĕсемпе вĕçленет: "Раççей ялĕ экономика тĕлĕшĕнчен ăнăçлă тата инвестици енĕпе илĕртỹллĕ пулмалла кăна мар, çапла тумашкăн тивĕç те. Апла-тăк ял хуçалăхне пулăшмалла, çав вăхăтрах хỹтлĕх мелĕсен эффективлăхĕ çинчен манмалла мар".
Источник: "Каçал Ен"