07 июня 2016 г.
Ачасен çуллахи канăвне пĕлсе тата усăллă йĕркелесси - аслисен тивĕçĕ. Ачасен канăвĕ усăллă пултăр тесен кану лагерĕсенче сывлăха çирĕплетме путевкăсем туянмалла.
Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви аслисене, ашшĕ-амăшне ачасемпе тимлĕ пулма ыйтать. Унпа пĕрлех тĕрлĕ лагерьсенче канакан ачасен пурнăçĕпе те кăсăкланмалла. Енчен те вĕсене воспитательсем, педагогсем, юлташĕсем кỹрентереççĕ пулсассăн, тỹрех шалти ĕçсен пайне пĕлтермелле. Телефонсем: 8(8352)62-05-91, 02, 020, 102.
Ачасене çул-йĕр правилисене пăхăнма мĕн пĕчĕкренех хăнăхтарăр. Ăшă та шăрăх кунсенче шыв хĕрринче асăрхануллă пулмаллине, хăйсем тĕллĕн шыва кĕме юраманнине ăнлантарса парăр. Асăрханни инкекрен хăтарĕ.
Чăваш Республикин ШĔМ-ĕн пресс-служби.
Источник: "Каçал Ен"