03 июня 2016 г.
Июнĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун, Пермь хулинче "Успешная семья Приволжья-2016" фестиваль-конкурс çĕнтерỹçисене чысланă. Унта Атăлçи федераллă округри 14 çемье хутшăннă. Чăваш Республикин чысне вара асăннă конкурсра Надеждинсен çемйи хỹтĕленĕ. Вĕсем кашни конкурсра хăйсене çỹлти шайра кăтартса лидерсем хушшине лекнĕ.
Романпа Наталья пĕрле 17 çула яхăн, мăшăр пĕр хĕрпе виçĕ ывăл çитĕнтерет. Вĕсенчен пĕри усрава илнĕскер иккен. Аслă ывăлĕ Роман 14 çулта, лицейре 8-мĕш класра пĕлỹ пухать, ДОСААФ çумĕнчи "Юный патриот" клуб участникĕ. Унсăр пуçне вăл 5 çул хушши самбо секцине çỹренĕ, парашютпа та сиксе курнă. Хĕрĕ Дарья 12ре, 2014 çулта музыка шкулне "пиллĕк" паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ, халĕ хор уйрăмĕнче пĕлỹ пухать, тетĕшĕ вĕренекен лицеех çỹрет. Вăтам ывăлĕ Саша 8 çулта. Вăл 2-мĕш класра çеç пулин те Олимп резервĕн шкулне спорт гимнастикине çỹрет. Унсăр пуçне аппăшĕпе пĕрле музыка училищинче те вĕренет. Кĕçĕнни Дмитрий - усрава илнĕскер. Вăл Шупашкар хулинчи 7-мĕш ача садне тата "Веселые пружинки" ташă ушкăнне çỹрет.
Источник: "Каçал Ен"