03 июня 2016 г.
Ачасем - пирĕн пуласлăх. Ыранхи пурнăçа тăнăçлă, вĕсен малашлăхне телейлĕ тăвас тесен пирĕн, аслă ăрăвăн, сахал мар вăй хумалла. Ачасен телейлĕ те янăравлă сассине илтнине мĕн çитĕ? Çитĕнекен ăрăвăн малашлăхĕ, телейĕ, вĕсене тĕрĕс воспитани парса ỹстересси пирки пĕр самант та манас марччĕ. Эпир паян ĕçлени, пурăнни - пĕтĕмпех ачасен пуласлăхĕшĕн.
Шăпах çакă тата ачасене вĕсене мĕн тери юратнине, тĕнчере вĕсем мĕнле кирлине кăтартас, тавракурăмне аталантарас тĕллевпех июнĕн 1-мĕшĕнче - Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун - районти культурăпа кану паркĕнче "Радуга" ача сачĕн, район администрацийĕн ĕçченĕсем тата искусство шкулĕн хореографĕ Татьяна Иванова "Мы объявляем мир!" савăнăçлă мероприяти йĕркелерĕç. Ир-ирех парка клоунсем, тĕрлĕ тĕслĕ шарсем, хаваслă юрă-ташă, конкурс-вăйă, пылак çимĕç, аттракционсем илĕртрĕç. Палăртнă вăхăта Комсомольски районĕн ял поселенийĕсенчен ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ тата район хăнисем пуçтарăнчĕç те. Уяв программине "Радуга" ача сачĕн музыка руководителĕ Ольга Еремеева тата асăннă садике çỹрекенсем ертсе пычĕç. Ачасен сăн-питĕнче хаваслă кулă çиçрĕ. Вĕсем артистсемпе пĕрлех пĕлекен сăвăсене каларĕç, кăмăлтан юрларĕç, ташларĕç. Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш кунĕ вăл - çуллахи каникул пуçланни те, çу тапхăрĕн пĕрремĕш кунĕ те.
Уяв программи юрăсемпе, хальхи тата тĕрлĕ халăхсен ташшисемпе, чуна пырса тивекен сăвăсемпе пуян пулчĕ. Çавăнпа пĕрлех культурăпа кану центрĕн фойинче ỹкерчĕксен, паркрах ачасен вăййисен фестивалĕсем иртрĕç, "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче 14 çулчченхи ачасем бассейнра ишсе киленме пултарчĕç. Унсăр пуçне уяв вăхăтĕнче Баба-Яга, Буратино, Мальвина тĕрлĕ вăйăсем йĕркелерĕç. Шĕвĕрккесем хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне кăтартрĕç. Чи маттуррисем вара парнесене тивĕçрĕç. Мухтав монуменчĕ умĕнчи асфальт çинче ачасем тĕрлĕ тĕслĕ пурăпа ỹкерчĕксем турĕç.
Район халăхĕ ачасем çирĕп сывлăхлă ỹсчĕр, паха пĕлỹ илччĕр, вĕсен спортпа туслашма, пултарулăх енĕпе ĕçлеме мĕнпур май пултăр, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ аталанччăр тесе мĕн кирлине пурне те тума тăрăшни савăнтарать. Çамрăк ăру лайăх çынсем пулса çитĕнессе, пурнăçра пысăк çитĕнỹсем тума пултарасса, хамăр çуралса ỹснĕ çĕре тата та илемлĕрех те пуянрах тăвасса шанас килет.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"