31 мая 2016 г.
Майăн 29-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунне халалласа "Кĕтне" ФСК-ра спорт уявĕ иртрĕ. Районти спортпа туслă çемьесем старта тухрĕç. Ашшĕ-амăшĕ, ачисем эстафета чупса, вырăнтан тăршшĕне сиксе тупăшрĕç. Çемьесем дартс вăййинче те вăй виçрĕç, бассейнра ишсе ăмăртрĕç.
Чи маттуррисем ăмăртура çĕнтерчĕç. 7 çулчченхи ачапа старта тухнă çемьсенчен Комсомольски ял тăрăхĕнче пурăнакан Степановсем пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. Семеновсем - иккĕмĕш, Назаровсемпе Мамуткинсем виççĕмĕшсем пулчĕç.
8-14 çулхи ачаллă çемьесенчен Шурут ял тăрăхĕнче пурăнакан Ефремовсене çитекенни пулмарĕ. Вĕсем пур вăйăсенче те палăрчĕç. Комсомольски ял тăрăхĕнче пурăнакан Чипчигинсем, Барановсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
Спорт вăййисене хутшăнакан çемьесем ытларах пулсан аванччĕ те.
Ю.БОРОВКОВ.
Источник: "Каçал Ен"