АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушара хирĕçле режим

31 мая 2016 г.

 Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн републикăра пушара хирĕçле режим çирĕплетнĕ. ЧР Правительствин çакăн çинчен калакан хушăвне Иван Моторин премьер-министр алă пуснă.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх - пушара хирĕçле ятарлă режим вăхăтĕнче граждансен кăвайт чĕртме, вут-кăвар çинче апат-çимĕç хатĕрлеме, вăрмансенче тата вĕсемпе юнашар территорисенче çỹп-çап çунтарма юрамасть. Вăрмантан е ял хуçалăх çĕрĕсенчен инçех мар вырнаçнă лаптăксенче те типнĕ курăка çунтарма чараççĕ. Çавăн пекех асăннă режим вăхăтĕнче пушар хăрушлăхĕ IV тата V класли чухне тата çанталăк условийĕсене кура вăрмансене кĕме чармашкăн та пултараççĕ.

Пушара хирĕçле ятарлă режим ăна пăрахăçласси пирки калакан хушу тухиччен вăйра тăрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика