31 мая 2016 г.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр çул çитмен ачасене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерес тесе нумай ĕç пурнăçлать. Ĕç паракансем те çакăнта хастар хутшăнса, çамрăксем валли ĕç вырăнĕсем сĕнессе шанатпăр.
Çул çитменнисем вăхăтлăх ĕçе вырнаçни, ĕçлесе пăхни пурнăçра çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та çуллахи вăхăтра ĕçлес текен 14-18 çулхи çамрăксене центрта кĕтетпĕр. Ĕçлекен çамрăка уйăхсерен 1275 тенкĕ ĕç укçи тỹлетпĕр. Пирĕн адрес: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт.
К.КОКШИН,
директор.
Источник: "Каçал Ен"