31 мая 2016 г.
Асанкассинчи Николаевсен кил-çуртне урамран курсанах кунта тирпейлĕ, ĕçчен çынсем пурăннине тỹрех ăнланма пулать. Арча пек тăпăл-тăпăл пỹрт çумĕнчи хапха, картасем те çавнах çирĕплетеççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ, Надежда Сергеевна, хирĕç тухсах кĕтсе илчĕ. Кил картине кĕрсен, пỹртелле иртсен хуçасем çинчен шутлани тĕрĕсе килнине тепĕр хут ĕнентĕм. Пур çĕрте те таса, япаласем хăй вырăнĕнче, кашни кĕтесрех йĕркелĕх хуçаланать. Чăнах та маттур çав чăваш çынни, кил-çуртне тирпейлĕ тытса тăма та, карта тулли выльăх-чĕрлĕх усрама та, çав вăхăтрах тăван хуçалăхра вăй хума та хал çитерет.
Надеждăпа Геннадий Николаевсем "Асаново" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшаççĕ. Иккĕшĕн ĕçĕ те сĕт-çу фермипе тачă çыхăннă. Надежда Сергеевна пăрусем пăхать, Геннадий Николаевич вара - арманçă, каçхи хурал та тăрать.
- Галина Васильевăпа чылайранпа килĕштерсе ĕçлетпĕр, 100 ытла пăру пăхатпăр. Ĕнесене пăруланă хыççăн хамăрах 6-7 кун суса тăратпăр та дояркăсене куçарса паратпăр, - терĕ Надежда.
Юратса пăхнипе пăрушкасем аван ỹсеççĕ, талăкра вăтамран 520-шер грамм ỹт хушаççĕ.
Алă ĕçĕ - чун уççи
Пушă вăхăтра Надежда алă ĕçĕ тытса ларма кăмăллать. Телевизор курнă чухне унăн аллисем пĕрре те ахаль тăмаççĕ. Ахальтен мар тĕпелелле иртсен пысăк залри илем тỹрех куçа илĕртрĕ. Диван çинче темĕн чухлĕ çыхнă минтер, мĕн тĕрли, тĕсли кăна çук пуль унта? Çамрăк чухне çĕвĕçре ĕçлесе туптанă ăсталăха та манмасть ĕçчен хĕрарăм, час-часах çĕвĕ машини умне ларать. Паянхи кун чăваш хĕрарăмĕн икĕ аркăллă кĕпине çĕлеме пĕлекен йышлах мар, Надьăн вара вĕсем питĕ илемлĕ те çыпăçуллă, ятуллă пулса тухаççĕ. Саппун çĕлесе-тĕрлесе пама ыйтакансем те пур унран. Çынна пуç çаптарма хăнăхман вăл, виçисене пĕлнĕ хыççăн йăпăр-япăрах çĕвĕ машинине тăкăртаттарма пикенет...
Илеме тума, курма пĕлекен, юратакан çыннăн чунĕ ырă çеç пулма пултарать. Николаевсене чăннипех уçă та ырă кăмăллă çынсем тесе калас килет. Пỹрт чỹречисем çинче, урайĕнче те - ешĕл чечексем. Пахчара çăтмах тейĕн, тăмран тунă кĕлеткесем тĕрлĕ чечексем хушшинче, йăрансем çинчен сан çине тинкерсе пăхнăнах туйăнаççĕ. Кунта йывăр ĕç кунĕ хыççăн канма та, çемьепе, тус-йышпа калаçса ларма та аван.
"Улми улмуççинчен аякка ỹкмест", теççĕ халăхра. Ашшĕ-амăшне кура пуль, Надеждăпа Геннадин ывăлĕсем те питĕ маттур, ĕçчен каччăсем, халлĕхе Турă çырнине тĕл пулайман-ха. Виççĕшĕ те Чăваш Ен тулашне ĕçлеме çỹреççĕ, килне таврăнсан пĕрре те ахаль лармаççĕ, кил-тĕрĕшре пулăшаççĕ, аллисенче ĕç вĕресе тăрать. Кун пек яшсене кирек кам та кĕрỹ тума хирĕç пулмĕ. Николаевсен пулас кинĕсем те çавнашкалах маттур пуласса шанас килет, çапла пултăрччĕ те.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"