АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комсомольскинче вăрçă инваличĕсен республикăри спартакиади пулчĕ

31 мая 2016 г.

"Çарта çуралнă туслăх - чи çирĕппи" теççĕ арçынсем. Çак шухăша хирĕçлеме май çук, мĕншĕн тесен вĕсем салтакран килсен те пĕр-пĕринпе çыхăну çухатмаççĕ, çемйисемпе те туслашаççĕ. Ку кăна та мар, вăл е ку вырăнта пĕрле службăра пулнисен обществăлла пĕрлешĕвĕсене йĕркелесси юлашки вăхăтшăн çĕнĕлĕх мар. Акă, Афганистан çĕрĕнче хĕсметре пулнисенех илер. Вĕсен республикăри пĕрлешĕвĕ 25 çул каялла çуралнă. Афган вут-çулăмĕ витĕр тухнисем уявсенче çеç мар, спорт мероприятийĕсенче те час-часах тĕл пулаççĕ. Çакнашкал черетлĕ тĕлпулу майăн 28-мĕшĕнче иртрĕ, çав кун Комсомольскинчи "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче вăрçă инваличĕсемпе вĕсен çемйисен "ВоИн-Спорт-2016" республикăри спартакиади пулчĕ. Воин-интернационалистсене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Ульдина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Николай Малов тата ыттисем саламларĕç. Афган вăрçин инваличĕсен тата çарта сусăрланнисен Чăваш Енри организацийĕн правленийĕн ертỹçи Геннадий Матвеев обществăлла ĕçре хастаррисене Хисеп тата Тав хучĕсемпе, кăкăр çине çакмалли паллăсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысларĕ.

Малалла спорт ăмăртăвĕсем пуçланчĕç. Тĕрлĕ районсенчен килнĕ командăсем спортăн вунвиçĕ тĕсĕнче вăй виçрĕç. Эпир хăнăхнă волейбол, дартс, шашка вăййисемпе пĕрлех хальччен илтмен новус, бочча, джакколо, шаффлборд ятлисене те программăна кĕртнĕ. Ăмăртусене афганецсемпе инвалидсен çемйисем, мăнукĕсем те хутшăнма пултарчĕç. Командăсем тата уйрăм çынсем хушшинче мала тухассишĕн тупăшусем хĕрỹ пычĕç. Инвалид коляскисемпе килнисем те хастар хутшăнчĕç ăмăртусене, çакăнпа нимле сусăрлăх та, чир-чĕр те вĕсен вăй-хăватне хуçайманнине çирĕплетсе пачĕç.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика