27 мая 2016 г.
Табак туртни çын сывлăхне пысăк сиен кỹрет. Нерв, чĕре, юн тата сывлав тытăмĕсене сиенлесе рак шыççисене аталанма пулăшать. Сигаретпа пируссенче 4000 яхăн сиенлĕ япала пур, вĕсенчен нумайăшĕ наркăмăшлă. Пирусри никотин юн тымарĕсене пĕрет, чĕре, пуç мими, алă-ура патне юнпа кислород илсе пырассине йывăрлатать. Сĕрĕме пĕрре ĕмсе илни те юн тымарĕсене пĕрет.
Никотин юн пусăмне хăпартать. Туртакансен апат çиес килни чакать, апат хуранĕн ĕçĕ пăсăлать, организма С витаминпа пуянлатасси чакать, ача çуратас тата ар органĕсене сиенлет.
Сигарет сĕрĕмĕ наркăмăшлă, ỹпке тата пĕчĕк юн тымарĕсем тăрăх иртсе эпир сывласа кăларакан углекислăй газ сывлăшри кислорода çăтать. Пирус тĕтĕмĕ гемоглобинпа хутăшса пуç мими тата ытти органсем патне кислород çитерессинче чăрмав кỹрет. Çавна пула кислород çитменнипе вăраха каякан чир пуçланать.
Табак тикĕчĕ сывлав органĕсене питĕ сиенлет, вăраха каякан бронхит, бронх астмин, ỹпке шыççин, ỹпке сывлăш пухăннипе сарăлнин, онкологи чирĕсем аталанма пуçлаççĕ.
Туртни ăс-тăн аталанăвĕн ĕçне чакарать, вăхăтлăх çĕкленчĕк кăмăл ĕшенчĕклĕхпе ылмашать. Туртакансен пуç мимине тĕрĕслени юн тымарĕсен тытăмĕ пăсăлнине, вĕсене юн тулассине, юн çỹрессине чакарнине тата ыттине те кăтартать.
Туртни юн пусăмне ỹстерет, чĕрене пысăк йывăрлăхпа ĕçлеттерет, çакна пула чĕре сарăлать тата сиенленет, çавна май юнри холестерин шайĕ ỹсет. Чĕрене юн хăвалакан тымарсенче çу хурăннипе вĕсем хупланса лараççĕ, çавна пула миокард инфаркчĕ пулать.
Туртакан çынсен туртманнисемпе е маларах туртнисемпе танлаштарсан, пуç мимин инсульчĕ 4 - 8 хут ытларах пулать.
Çынсем ỹпке ракĕпе чирлессин 85 проценчĕ табак туртнипе пулать. Ỹпке ракĕн паллисем - вăраха тăсăлакан ỹслĕк, хăрăлтатни, юнлă сурни, виçене тата апат çиеслĕхе çухатни, сывлăш пỹлĕнни, сăлтавсăрах шăнтса пăрахни, час-часах бронхитпа тата ỹпке шыççипе чирлени.
Пирус тата табак сĕрĕмĕ çи-тĕнекен ачасене уйрăмах пысăк сиен кỹрет. Ачасен аталанăвне, вĕсен психика ăс-тăнне хавшатать. Вĕсем япăх ỹсме, илтме пуçлаççĕ, организмра юн сахалланать, инçетрине начар куракан пулаççĕ.
Çын туртма пăрахсан:
- 20 минутран юн пусăмĕ кăштах чакать;
- 8 сехетрен юн наркăмăшлă япаласенчен тасалать, çăвартан килекен аван мар шăршă пĕтет;
- 2 кунран çын апат тутине тата шăршине туйма пуçлать;
- 3 кунран сывлама çăмăлланать;
- 5 уйăхран пуç мимин инсульчĕ пуласси чакать;
- 10 çултан рак чирĕпе чирлес хăрушлăх çухалать.
Туртма пăрахас тĕллевпе консультаци илме 5-24-37 телефонпа шăнкăравламалла е район больницин наркологи кабинетне пымалла.
Л.ЯРЫШЕВА,
врач-нарколог.
Источник: "Каçал Ен"