АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акцие пĕтĕмлетнĕ

27 мая 2016 г.

Февраль - апрель уйăхĕсенче республикăра "Çĕнтерỹ салючĕ" акци иртрĕ. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 71 çул çитнине халалланă.

Шкулсенче пĕлỹ пухакансем, ача сачĕсене çỹрекенсем акцие хастар хутшăнса тĕрлĕ япаласем ăсталарĕç. Вĕсен ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн чи лайăх 27-шне суйласа илсе республикăри конкурса тăратрăмăр.

Нумаях пулмасть вара республикăри акцие пĕтĕмлетсе çĕнтерỹçĕсене палăртрĕç. Çак йышра пирĕн район ачисем пулни уйрăмах хавхалантарать. "Ветерана валли - сувенир" номинацире Д.Арсентьева (Анат Тимĕрчкасси), Т.Федоров (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) ĕçĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă, И.Фаткуллинан (Александровка тĕп шкулĕ) ĕçĕ - виççĕмĕш вырăнта. С.Никитина (Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕ) "Тыл ĕçченĕсен ĕçри паттăрлăхĕ" номинацире виççĕмĕш вырăна тухнă. Çĕнтерỹçĕсене саламлатпăр.

Н.МАКСИМОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика