27 мая 2016 г.
Кашни çулах майăн 28-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн пограничникĕсем професси уяне паллă тăваççĕ. Историе аса илес пулсассăн, 1918 çулхи майăн 28-мĕшĕнче Халăх комиссарĕсен Совечĕн декречĕпе РСФСР пограничникĕсен хуралне пуçарса янă. Çав вăхăтрах пограничниксен хуралĕн Тĕп управленине йĕркеленĕ.
Çак паллă куна Раççейре çеç мар, Беларусинче, Кăркăсстанра, Таджикистанра, Украинăра палăртаççĕ.
Пограничниксен кунне тăван районта та анлă уявлама пуçларăмăр. Чикĕ сыхлавçисен ячĕпе районсенче палăксем пур. Шăпах пĕлтĕр пирĕн районта уяв кунĕнче пограничниксен палăкне уçрăмăр. Çитес вăхăтра вара çакăн йышши палăк Вутлан ялĕнче уçăлмалла. Ырă ĕçе Леонид Киргизов пуçарнă. Палăка асăннă ялта çуралса ỹснĕ, çĕршыв чиккинче службăра пулнă 22 хỹтĕлевçĕне халаллаççĕ.
Районти пограничниксен туслă команди республика шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртусене, мероприятисене хутшăнать.
Пограничниксен кунĕнче çĕршыва хỹтĕлесе пурнăçĕсене шеллемесĕр тăшмансемпе куçа-куçăн паттăррăн тăнă салтаксене аса илетпĕр, пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçатпăр. Майăн 28-мĕшĕнче 9 сехетре район центрĕнче пограничниксен палăкĕ умĕнче савăнăçлă митинг пулать. Пушкăрт Республикин "Зеленые береты" вокал ансамблĕ концертпа савăнтарать. Çак пысăк уява пĕтĕм пограничнике, район çыннисене чĕнетпĕр.
Пограничниксене, районта пурăнакансене уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Пурнăç çулĕпе яланах хавхаланса утма, шухăшланă ĕмĕтсене пурнăçлама ырлăх-сывлăх, телей, мирлĕ тỹпе сунатпăр.
А. ТЕРЕНТЬЕВ,
республикăри "Пограничнное братство" обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕ.
Источник: "Каçал Ен"