АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотека пуян

27 мая 2016 г.

 Районти тĕп библиотекăна 3 пине яхăн вулакан çỹрет. Вĕсем тĕрлĕ кĕнекесемпе, хаçат-журналпа паллашаççĕ. Çав вăхăтрах вулавăшра йĕркелекен тĕрлĕ мероприятисене те хутшăнма вăхăт тупаççĕ. Кăçалхи çул Раççейре - Кино, Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнă май библиотекăра ачасемпе аслисем валли нумай мероприяти ирттернĕ. "Кино - волшебная страна", "Человек рожден для труда" кĕнекесен выставкисем те кашни вулаканшăн интереслĕ.

Шкул ачисем тĕрлĕ мероприятисене яланах хастар хутшăнаççĕ. Акă нумаях пулмасть ял хуçалăх çыравĕ енĕпе ĕçлекен районти уполномоченнăй Нина Воронова ачасемпе викторина ирттерчĕ. Социализмла Ĕç Геройĕ ята тивĕçнĕ Л.Н.Акчуринăн тата Н.Ф.Мироновăн ĕçĕ-хĕлĕпе, кун-çулĕпе те вĕренекенсем хаваспах паллашрĕç.

Ачасем çеç-и, аслăрах çулхисем те библиотекăна пушă вăхăта усăллă ирттерме тăтăшах çỹреççĕ. Кунта "Надежда", "Здоровье" клубсем ĕçлеççĕ. Вĕсем час-часах тухтăрсемпе тĕл пулаççĕ, çавра сĕтелсем иртеççĕ.

Библиотека паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен информаци центрĕ пулса тăчĕ. Пирĕн пата килсе çỹрекенсем юлашки вăхăтра пичетленнĕ кĕнекесемпе, журналсемпе кăна мар, компакт-дисксемпе, видеокассетăсемпе усă курма пултараççĕ.

Районти тĕп библиотека 25 тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илет. Ача-пăчан, арçынсен, хĕрарăмсен кăмăлне каякан пичет изданийĕсем çителĕклех. Кĕнеке тусĕсемшĕн вулавăш алăкĕсем яланах уçă.

А.ВОЛКОВА,

библиограф.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика