27 мая 2016 г.
Майăн 22-мĕшĕнче Чăваш Енре "Единая Россия" партин малтанхи сасăлавĕ иртрĕ. Республикăра пурăнакансем "Единая Россия" партинчен Раççей Патшалăх Думин тата Чăваш Патшалăх Канашĕн суйлавне хутшăнма кандидатсем суйларĕç.
Малтанхи сасăлавăн регионти комитечĕ пĕтĕмлетỹсемпе çĕнтерỹçĕсене палăртрĕ. Ытти суйлавсемпе танлаштарсан, суйлавçăсем харăсах темиçе кандидатшăн сасăлама пултарнă.
РФ Патшалăх Думин федераци парти округĕн кандидачĕсенчен Алена Аршинова 74,79 процент сасă пухса мала тухнă. Иккĕмĕш вырăнта - Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсем Николай Владимиров (21,88 процент) тата Ирина Клементьева (10,01 процент).
Канашри пĕр мандатлă 37-мĕш суйлав округĕпе 63,83 процент сасă пуçтарса Николай Малов лидерта. Иккĕмĕш вырăнта - Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова (23,98 процент). Виççĕмĕшĕнче - Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Ильяс Калмыков (7,51 процент).
Малтанхи сасăлав пĕтĕмлетĕвĕпе Шупашкарти 38-мĕш округпа Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов 83,32 процент сасăпа çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Ирина Клементьева (10,89), виççĕмĕшĕнче - Шупашкарти пиллĕкмĕш гимнази директорĕ Ирина Исаева (8,17).
"Единая Россия" партин регионти ертỹçи Николай Малов каланă тăрăх, малтанхи сасăлава хутшăннисен рейтингĕ - суйлав умĕнхи ĕçĕн результачĕ: суйлавçăсемпе тата ĕç коллективĕсемпе тĕл пулни, лару-тăрăва сỹтсе явни, агитаци. Çавăн пекех вăл суйлавчченхи икĕ уйăх чылай çул валли ăнăçлă ĕçлемелли никĕс пулнине те палăртнă. Çак кăтартăва пĕр командăпа килĕштерсе тунă: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ, республика правительстви, "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн тата РФ Патшалăх Думин депутачĕсем.
РФ Патшалăх Думине тата ЧР Патшалăх Канашне кандидатсене тăратас пĕтĕмĕшле ыйтăва "Единая Россия" партин регионти конференцийĕнче тата съездĕнче йышăнаççĕ, вĕсене кăçалхи июнь тата июль варрисенче йĕркелеççĕ.
"Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн исполком ертỹçи Дмитрий Щепелев каланă тăрăх, республикăра малтанхи сасăлав çỹллĕ шайра иртнĕ. Суйлавçăсем сасăлав участокне пырасси Раççей Федерацийĕпе пысăккисенчен пĕри пулнă - 20,38 процент.
Дмитрий Щепелев çакăн пек пысăк калăпăшлă процедура пĕрремĕш хут иртнине, çавна май хăш-пĕр çитменлĕхсем тата йĕркене пăснă пысăк мар тĕслĕхсем пулнине, анчах вĕсем суйлавçăсен шухăш-кăмăлне, кăтартусен тĕрĕслĕхне витĕм кỹрейменнине палăртнă.
Николай Малов суйлав умĕнхи кампанинче сасăлакансен сĕнĕвĕсемпе хушăвĕсене пурне те шута илнине, ытларахăшĕпе тивĕçлĕ йышăну тунине палăртрĕ. Ыттисем вара Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думипе республикăри Патшалăх Канашĕн сентябрьти суйлавĕччен "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн суйлав умĕнхи программине кĕреççĕ.
Партин регионти уйрăмĕн ертỹçи малтанхи сасăлаври çĕнтерỹçĕсем республика тата унта пурăнакансен интересĕсемшĕн тăрăшса ĕçлессине шантарчĕ.
Николай Малов: "Эпĕ хам ятран тата "Единая Россия" парти ушкăнĕнчи ĕçтешсен ячĕпе малтанхи сасăлава хутшăннă республика çыннисене тав тăватăп. Кану кунне пăхмасăр вĕсем сасăлав участокĕсене пырса чи тивĕçлисемшĕн сасăлама пултарчĕç. Республикăра пурăнакансем "Единая Российăшăн" сасăласа пысăк хастарлăх кăтартнинчен тĕлĕнмеллех. Çакă малашлăхра çав кандидатсем çине тивĕçлĕ тайăнма май парать. Сентябрĕн 18-мĕшĕнчи сасăлавра "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕ хăйĕн тивĕçлĕ командине тăратасса шанатăпах".
Мария Илларионова, районти клубсен пĕрлештернĕ тытăмĕн директорĕ:
- Майăн 22-мĕшĕнче районти шутлав участокĕсенче ир-ирех хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ, концертсем пулчĕç, чылай çĕрте культура тытăмĕнче тăрăшакансем алĕç выставкисем йĕркелерĕç. Суйлавçăсем участоксене тулли кăмăл-туйăмпа килчĕç. "Единая Россия" парти малтанхи сасăлава йĕркеленине савăнса йышăннине пĕлтерчĕç. Ман шутпа, малтанхи сасăлав çав тери пĕлтерĕшлĕ. Халăх кăмăла каякан, шанакан, ĕçлеме пултаракан кандидатсене суйлать. Вĕсене малашне ĕçлеме шанса сасăлать. Çакна малтанхи сасăлава районта пурăнакансем йышлă килни те çирĕплетрĕ.
Источник: "Каçал Ен"