АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хырхĕрри почтальонĕсем ĕçре хастар

27 мая 2016 г.

Çыннăн ĕçĕ çынна курăнмасть, теççĕ. Чăнах та çапла ĕнтĕ, кашнин хăйĕн ĕçĕ чи кирли, кăткăсси, йывăрри пек туйăнать. Илер-ха почтальонсене, вĕсен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Хаçат-журнал, çыру-корреспонденци валеçнипе çеç мар, ял çине тухсан тем те тумалла вĕсен. Периодика кăларăмĕсене çырăнтармалла, электроэнергишĕн, çутçанталăк газĕшĕн пухăнакан тỹлевсене, посылкăсем йышăнмалла, сумки-сумкипе сутмалли тавар йăтмалла... Пенси укçине уйăхсерен валеçесси мĕнле пысăк яваплăх тата!

Хырхĕрри почта çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсем çак тивĕçсене туллин пурнăçласа пыраççĕ тесен пĕрре те йăнăшмастăп. Кунта тăрăшакан коллектив питĕ туслă. Уйрăм начальникĕ Любовь Ятманова, Надежда Корниловăпа Любовь Минина почтальонсем пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе, ял çыннисене хисеплесе, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеççĕ. Çавăнпах ĕçĕ те ăнăçлă, ỹсĕнсе пырать. Район хыпарçине,"Каçал ен" хаçата та, юратса çырăнаççĕ ку тăрăхра. 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулта 2015 çулхи çак тапхăртинчен самай ытларах вулакан илсе тăрать. Иккĕмĕш çур çула çырăнакансем те йышлă.

Канаш почтамчĕ паракан уйăх планне те кашнинче тенĕ пекех ирттерсе тултараççĕ. Акă, май уйăхĕн кăтартăвĕсем ĕнерхи кун тĕлне 129 процента çитнĕ те. Çитĕнỹсенче ĕç стажĕ пысăкки те юлашки вырăн йышăнмастех ĕнтĕ. Л.Ф.Ятманован вăл 26 çулпа танлашать. Л.Н.Минина та почта сукмакне тата Хырхĕрри, Хурнай, Кĕтне Пасар урамĕсене 20 çул ытла такăрлатать. Н.Н.Корнилова вара ку сферăра тăватă çул çеç-ха, вăл Вăрманхĕрри Чурачăкри ун умĕнхи почтальон Надежда Васильевна Корнилова тивĕçлĕ канăва тухсан пуçăннă ку ĕçе. Пĕр Надя кайнă, тепри килнĕ, çитменнине, хушамачĕсем те пĕрешкел.

Куртăр-и, Хырхĕрри почта çыхăну уйрăмĕнче Любăсемпе Надьăсем çеç ĕçлеççĕ, апла пулсан юратупа шанчăклăх ку тăрăхри çынсемпе яланах юнашар пулĕç.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика