24 мая 2016 г.
Юлашки вăхăтра нумай çын сывă пурнăç йĕркипе пурăнма тытăнчĕ. Вĕсем спортпа туслă, тĕрĕс апатланаççĕ, усал йăласемпе туслашмаççĕ. Çакă çын организмĕшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесессĕн тĕрĕс мар апатланни, кун йĕркине пăхăнманни, магазинта сутăнакан пахча çимĕçе ытларах çини, пирус туртни, эрех ĕçни, наркотик тутанни - сывлăхшăн çав тери сиенлĕ. Çирĕп сывлăхлă пулас тесессĕн спортпа туслашмалла, ытларах хускану тумалла. Çавăн пекех тĕрлĕ чир-чĕртен вăхăтра сипленмелле. Тухтăр патĕнче тĕрĕсленсех тăмалла.
Пурте сывă пурнăç йĕркипе пурăнар, организма пиçĕхтерер.
Г.ГИБАТДИНОВА.
Источник: "Каçал Ен"