АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăкаксене саплаштараççĕ

24 мая 2016 г.

Нумай хваттерлĕ çуртсенчи хваттерте пурăнакан ветерансене юсавшăн тỹлекен тăкаксене компенсацилеççĕ-и?

Н.ИВАНОВА.

Ыйту çине районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина хуравлать:

- Нумай хваттерлĕ çуртсенчи хваттерсен харпăрлăхçисене социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтерес тĕллевпе Чăваш Республикинче 2016 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнче "Уйрăм категорири граждансем нумай хваттерлĕ çуртри пĕтĕмĕшле пурлăха тĕпрен юсанăшăн тỹленĕ чухнехи социаллă пулăшу çинчен" саккун тухрĕ. Унпа килĕшỹллĕн 70, 80 çулсене çитнĕ граждансене пурнăç шайне тытса тăма хушма социаллă пулăшу - юсавшăн тỹленĕ тăкаксене компенсацилессине - пăхса хунă. Компенсаци виçи гражданин миçе çулта пулнинчен килет. 70 çула çитнисенне тăкаксен 50 процентне, 80 çула çитнисенне 100 процентне компенсацилеççĕ.

Кунсăр пуçне социаллă пулăшăвăн хушма майĕсене те пăхса хунă: гражданин пĕччен пурăнакан тата ниçта та ĕçлемен харпăрлăхçă пулсан; гражданин хваттер харпăрлăхçи тата пенси çулĕсенчи ниçта та ĕçлемен çемье членĕсемпе пурăнать пулсан. Нумай хваттерлĕ çуртри пĕтĕмĕшле пурлăха тĕпрен юсанăшăн тỹленĕ тăкаксене 50 процент саплаштарассине хваттерĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕн пĕр тăваткал метрне юсанăшăн тỹлемелли уйăхри чи пĕчĕк виçине кура шутланă. Çав виçене çĕршыври нормативлă право акчĕсемпе, çавăн пекех хваттер лаптăкĕшĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тỹленĕшĕн паракан субсиди шутлавĕнче усă куракан регион стандарчĕн виçипе çирĕплетнĕ. Пулăшусемпе çавăн пекех вăрçă инваличĕсем, ветеранĕсем, хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансем, "Житель блокадного Ленинграда" паллăна тивĕçнисем, вилнĕ вăрçă инваличĕсен çемье членĕсем, пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăнри инвалидсем, инвалид ачасем, инвалид ачаллă граждансем тивĕçеççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика