24 мая 2016 г.
Ял хуçалăх отраслĕнчи çитĕнỹ, пысăк тухăç илесси çутçанталăкпа тỹрремĕнех çыхăннă. Пахча çимĕç, тыр-пул ăнса çитĕнесси çумăр вăхăтра çунинчен те нумай килет. Типĕ çу кунĕсем пысăк тухăç илме памаççĕ. 2010 çулхи шăрăх çу кунĕсене нумайăшĕ ас тăваççех пулĕ. Тулли кĕлетсем кĕске вăхăтрах пушанса юлчĕç, çĕр улми тухăçĕ те палăрмаллах чакрĕ. Апат-çимĕç рынокĕ чухăнланнă май хаксем те виçесĕр ỹсрĕç. Шăрăх çанталăкра пахча çимĕç лаптăкĕсене шăварса тăнă хуçалăхсем тухăç та, тупăш та самай илчĕç. Унтанпа вара ыттисем те вĕсенчен тĕслĕх илсе акнă-лартнă çĕр лаптăкĕсене шăварма тытăнчĕç. Пирĕн районти хуçалăхсем те шăрăх çанталăкра пахча çимĕçе шăварса тăрассине йăлана кĕртрĕç.
"Чувашмелиоводхоз" управленийĕн районти филиалĕ ял хуçалăх предприятийĕсене, колхозсене, фермер хуçалă-хĕсене кирлĕ техникăпа тивĕçтерме, шыв пăрăхĕсемпе насус станцийĕсене вырнаçтарса пама яланах хатĕр. Историе аса илес пулсассăн пуçласа районта 1978 çулта мелиораци организацине туса хунă. Вăл вăхăтра организаци çывăхри пилĕк района - Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Канаш, Комсомольски - тивĕçтерсе тăнă. Пĕрремĕш директорсенчен пĕри Виталий Ильин пулнă. Мелиораторсем тĕрлĕ хуçалăхсене шăвармалли системăсем туса панă, вĕсене пăхса тăнă, юсанă.
Паянхи кун ĕç кал-кал пырать. Филиалта 15 çын тăрăшать. Юрий Николаевич Любимов директор пĕлтернĕ тăрăх, специалистсемпе механизаторсем ĕçре тăрăшуллă та маттур. Тĕслĕхрен, Фидания Хамбикова тĕп мелиораторăн ĕç стажĕ 36 çулпа танлашать. Галина Садртдинова бухгалтер, Михаил Дмитриев механизатор та 1980 çултанпа асăннă организацире тăрăшаççĕ. Леонид Лукиянов аслă механик, Валерий Рябчиков водитель те - ĕçре чи тăрăшуллисем. Вĕсем палăртнă ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлаççĕ, çамрăк специалистсене пулăшса, вĕрентсе пыраççĕ. Çуркуннепе çулла уйрăмах хĕрỹ ĕç вăхăчĕ. Заявкăсемпе вырăна çитмелле, кирлĕ оборудование вырнаçтармалла.
"Хуçалăхсенче çитĕнтерекен пахча çимĕç лаптăкĕсене çуллахи вăхăтра шăварса тăрасси тепĕр хутчен йăлана кĕрсе пырать. Çавна май 2012 çулта район территорийĕнче патшалăх пулăшăвĕпе усă курса насус станцине тĕпрен юсаса, çĕр айне çĕнĕ пăрăхсем хурса 615 гектар çĕре шăвармалла тунă. Ку енĕпе районта çеç мар, кỹршĕллĕ районсенче те ĕçсем йĕркеленĕ. Нумай хуçалăх çĕр лаптăкĕсене шăварса тăнăран пысăк тухăç илеççĕ. Вĕсенчен пĕрисем - "Слава картофелю" агрофирма, "Турхан" ЯХПК, "Комсомольскагропромхимия" ООО. Асăннă хуçалăхсенче чылай çул ĕнтĕ шăпах мелиораци ĕçĕсемпе тухăçлă усă кураççĕ, пахчаçимĕç культурисене çăвĕпех шăварса тăраççĕ. Ыттисем те вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ. Вăхăтра шăварни ỹсен-тăрана вăй илме пулăшать. Ахальтен мар мелиораци техникипе усă куракансем: "Акнă-лартнă çимĕçе юрать сапрăмăр, унсăрăн тухăç илесси пулмастчĕ теççĕ", - пĕлтерчĕ ĕç-пуçпа паллаштарса Юрий Николаевич.
Паянхи куна районти мелиораци филиалĕ шăвармалли техникăна вырнаçтарнă та ĕнтĕ. Малашнехи ĕç планĕсем те пысăк. Кунта, паллах, хуçалăхсене мелиораци ĕçĕсене пурнăçлама патшалăх тивĕçлĕ пулăшу кỹнине те палăртса хăвармалла. -
Çавна май, çĕр ĕçченĕсен мелиораци техникине туянма хастартарах хутшăнмалла, кĕркунне пысăк тухăç илесси пирки халех шутламалла, - терĕ калаçăва пĕтĕмлетсе Юрий Любимов.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"