АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре иртет кун-çул утти

20 мая 2016 г.

Петр Андреевич Баринов 70 çул тултарас умĕн унăн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашас терĕм.

Петр Андреевич Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнче Андрей Васильевичпа Вера Григорьевна çемйинче кун çути курнă. Бариновсем виçĕ ывăл, икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ, тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хăйсем сахал вĕреннĕ пулин те, ачисене вĕрентме нумай вăй хунă. Çемье пуçлăхĕ Андрей Васильевич - граждан вăрçин тата Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ. Вăтăрмĕш çулсенче, колхозсем йĕркеленнĕ вăхăтра, колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Мĕн пенсие тухичченех колхозра ветсанитар ĕçне тимлĕ пурнăçланă.

Петр Андреевич Патăрьел районĕнчи Тури Туçа вăтам шкулне вĕренсе пĕтерсе пĕр çул колхозра ĕçленĕ хыççăн ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе ученăй зоотехник дипломĕпе Псков облаçне çитсе совхоз зоотехникĕн ĕçне кỹлĕннĕ. Виçĕ уйăх çеç ĕçлеме тивнĕ: Совет Çарне кайма ят тухнă. Пĕр çул службăра пулнă хыççăн, киле таврăннă. Унтан Комсомольски районĕнчи ял хуçалăх инспекцинче ĕçе пуçăннă. Ун хыççăн комсомол райкомĕн иккĕмĕш тата пĕрремĕш секретарĕнче тăрăшнă. Запасри офицера тепĕр хут Совет Çарне илнĕ. Унта та вăл чаçри комсомол комитечĕн секретарĕнче тимленĕ. 2 çул хыççăн таврăнсан "Комсомольский" совхозра, каярах хуçалăхсем хушшинчи ĕне выльăх самăртмалли комплексра тĕп зоотехник ĕçне кỹлĕннĕ. Ĕçе лайăх пурнăçланине, обществăлла ĕçе активлă хутшăннине, çынсемпе хутшăнас пултарулăхĕ пуррине шута илсе, Петра парти райкомне ĕçлеме илеççĕ. Пĕр вăхăт халăх контролĕн районти комитечĕн председателĕнче вăй хурать. Чылай хушă райĕçтăвком председателĕн тивĕçне пурнăçлать.

Кирек ăçта ĕçлесен те, вăл сăпайлă, тỹрĕ кăмăллă пулнипе палăрнă, пĕрле ĕçлекенсем, район халăхĕ ăна яланах хисепленĕ. Петр Баринов общество ĕçне яланах активлă хутшăннă, хутшăнать те. Халĕ районти райпо тата ветерансен совечĕсен членĕ, "Каçал" халăх фольклор ансамблĕн ăста юрăçи.

1972 çулта вăл Йĕпреç хĕрĕпе Людмилăпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕ нумай çул типографинче наборщикра ĕçленĕ, чăваш чĕлхине лайăх пĕлнĕрен Людмила Дмитриевнăна редакцие корректора ĕçлеме куçараççĕ. Халĕ те юратнă ĕçе кăмăлтан пурнăçлать.

Бариновсем виçĕ ывăл çуратса ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Сергейпе Александр Шупашкарта тĕпленнĕ, Виктор хăйĕн ĕçлĕ кун-çулне сывлăш-çар десанчĕн чаçĕсенче службăра ирттернĕ, Çурçĕр Кавказра террористсемпе кĕрешме те тивнĕ ăна. Подполковник званийĕпе отставкăна тухнă. Ачисем пурте çемьеллĕ.

Калаçнă май юбиляр пурнăçĕпе ытларах кăсăклантăм.

- Петр Андреевич, хальхи пурнăçа мĕнле хаклатăр?

- Çăмăллăн мар пулин те, пурнăç условийĕсем лайăхланса пыраççĕ. Аллăмĕш çулсене аса илер-ха. Ялсенче улăм витнĕ çуртсем йĕркипех пулнă. Район центрĕнче те пĕр кирпĕч çурт та пулман. Халĕ центр хула пек ỹсет, ялсенче те хăтлă çуртсем чылай. Ял халăхĕ авалтан вут-шанкă нушипе тертленнĕ. Халĕ кашни килте çутçанталăк газĕпе ăшăнаççĕ, апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Ырлăх вĕт.

- Эсир çынна мĕне кура хаклатăр?

- Чун тасалăхне, тĕрĕслĕхне мала хунине, сăпайлă, ĕçчен пулнине кура хаклатăп. Сăмах паракан ăна пурнăçлатăр.

- Петр Андреевич, хăвăра телейлĕ тесе шутлатăр-и?

- Эпĕ пуян мар, çапах телейлĕ. Çемьере те, тăвансем енчен те пурте йĕркеллĕ, ачасем, мăнуксем савăнтараççĕ. Ĕçлетпĕр, сывлăх аптăрамасть. Килти хуçалăхра мĕн кирлине ытларах хамăр туса илетпĕр.

- Эсир пур ĕçре те тỹрĕ кăмăлпа, тăрăшнă, наградăсем те пур пулĕ?

- Халăхпа пĕрле çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе ĕçленĕ, наградăсемшĕн мар. Çынсем тав туни - хăех награда. Чăваш Республикин Аслă Совечĕн тата ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн наградисем пур, икĕ хутчен социализмла ăмăртура çĕнтернĕшĕн патшалăх паллине панă.

- Çамрăксене мĕн сĕннĕ пулăттăр?

- РФ Президенчĕ В.Путин пире çамрăксен организацийĕ кирлех тенĕччĕ. Районта çамрăксен организацине йĕркелесчĕ, усси пулатех. Çамрăкранах ĕçе юратма хăнăхасчĕ. Халĕ ĕçлемесĕрех лайăх пурăнма май шыракансем йышланчĕç вĕт. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырасчĕ. Сывлăха çамрăкранах упрама тăрăшмалла. Физкультурăпа спорт пуриншĕн те кулленхи пурнăç йĕркине кĕтĕрччĕ. Пурнăç илемĕ, пĕлтерĕшĕ таса юратура. Юрату ирĕклĕ тесе юрату вăййи выляс марччĕ. Унсăрăн çирĕп çемье пулас çук. Халĕ вăхăтлăха çемье çавăракансем сахал мар. Çемье саланса кайни ачасемшĕн инкек. Авалран пынă йăла-йĕркене, ăрусен ят-сумне упрама тăрăшасчĕ. Хăш-пĕр çамрăксем аслашшĕ-асламăшĕ çинчен те нимĕнех те пĕлмеççĕ.

Ĕçре, пурнăçра общество, патшалăх интересне мала хурасчĕ.

- Калаçушăн пысăк тав Сире. Юбилей сире хавхалану, вăй-хал хуштăр, нумай çул сывă, телейлĕ, пурăнма ыр сунатăп.

Р.МОИСЕЕВ,

общество корреспонденчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика