АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни сасă пĕлтерĕшлĕ тата тĕрĕс суйлав тума пулăшать

20 мая 2016 г.

"Единая Россия" партин регионти йĕркелỹ комитетĕнче малтанхи сасăлав (праймериз) ирттерессипе пресс-конференци пулнă. Унта парти представителĕсем сасăлава епле йĕркелесе, вăл суйлавран мĕнпе уйрăлса тăнине каласа панă.

Майăн 22-мĕшĕнче Чăваш Енре РФ Патшалăх Думипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашне пĕрлехи малтанхи сасăлав кунĕ пулать. Çав кун 236 участокра ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхи 8 сехетчен сасăлама пулĕ. Суйлавçăсем ытларах сасă панă кандидатсен каярахпа çĕршывăн тата республикăн саккун кăларакан органĕсене суйланма май пур.

"Единая Россия" чи уçă та демократилле процедурăна - малтанхи сасăлава - суйласа илнĕ пĕртен-пĕр парти пулнине палăртмалла.

Партин регионти уйрăмĕн ертỹçи Николай Малов сентябрĕн 18-мĕшĕнче иртекен суйлав валли кандидатсене тăратнă чухне суйлавçăсен шухăшĕ тĕп вырăнта пулассине палăртнă.

Шутлав участокĕнче кашни суйлавçа виçĕ бюллетень параççĕ. Пĕрремĕшĕ - пĕр мандатлă округпа Патшалăх Думине суйламалли. Иккĕмĕшĕ те Патшалăх Думинех, анчах парти списокĕпе. Виççĕ-мĕшĕ - Чăваш Патшалăх Канашне, пĕрлех пĕр мандатлă округа тата парти списокĕпе. Сасăлава хутшăнаканăн çумĕнче паспорт кирлĕ (çавăн пекех сентябрĕн 18-мĕшĕччен 18 çул тултаракан çамрăксем те суйлава хутшăнма пултараççĕ).

Малтанхи сасăлавпа суйлав хушшинче уйрăмлăхсем пур: бюллетеньсем çине суйлавçăсем хăйсем шанакан темиçе кандидатшăн та паллă тума пултараççĕ. Çав вăхăтрах Патшалăх Канашĕ валли хатĕрленĕ бюллетеньре икĕ кандидатшăн паллă лартмалла - пĕр мандатлă округпа тата парти списокĕпе.

Тепĕр уйрăмлăх - шутлав участокĕсем суйлав участокĕсенчех вырнаçĕç, анчах вĕсен шучĕ сахалтарах пулĕ. Малтанхи сасăлавăн организаци комитетĕнче ăнлантарнă тăрăх, çакă йывăрлăхсем кăларса тăратмĕ.

Участок адресĕсене регионти парти уйрăмĕн сайтĕнчи "Предварительное голосование" вкладкăра вырнаçтарнă. Унпа пĕрлех суйлавçăсем тĕрлĕ ыйтăва уçăмлатма хĕрỹ лини телефонĕпе шăнкăравлама пултараççĕ.

Малтанхи сасăлава хатĕрленни республикăра пурăнакансене ытларах мĕн хумхантарнине пĕлме, тĕрлĕ ыйтăва татса пама пулăшать. Николай Малов пĕлтернĕ тăрăх, малтанхи сасăлава Чăваш Енре пурăнакансем хастар хутшăнни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.

- Эпир суйлавçăсене пулăшма тата сĕнỹ-канаш пама ыйтатпăр. Кашни кандитатшăн сасăлани, пире Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн малашнехи суйлавĕсенче тĕрĕс çул суйласа илме пулăшать, - палăртать Николай Малов.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика