20 мая 2016 г.
Майăн14-15-мĕшĕсенче Шупашкар хулинчи "Олимпийский" стадионта çăмăл атлетсен республикăри ăмăртăвĕ иртнĕ. Вĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртнă.
Асăннă тупăшăва пирĕн район спортсменĕсем те хутшăннă. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакансем Нияз Шарафутдиновпа Денис Зайцев 1500 метра ăнăçлă чупса тухнă. Вĕсем чи лайăх 10 спортсмен йышĕнче. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Стас Курицын тата Александр Соловьев 800 метрлă дистанцире финиша 5-мĕш тата 9-мĕш çитнĕ.
Савва Шикарев (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ) çỹллĕшне сиксе 7-мĕш вырăн йышăннă. Катерина Кадыкова сăнă персе Чăваш Республикин чемпионĕ пулнă, йĕтре ывăтса иккĕмĕш вырăна тухнă. Спортсменсене саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"