20 мая 2016 г.
Майăн 17-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çулçỹревпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов пулчĕç. Район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн "Труд" ЯХПК тата "Слава картофелю" агрофирма ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, уй-хирте ĕçсем мĕнле пынипе кăсăкланчĕ.
- Çурхи культурăсене 550 гектар акнă. Халĕ ĕçченсем кукуруза акаççĕ, ăна кăçал 70 гектар çинче çитĕнтересшĕн. Вăл выльăх-чĕрлĕхшĕн çав тери паха апат, - пĕлтерчĕ ĕç-хĕлпе паллаштарса Ремис Минхалимович Шарафутдинов хуçалăх председателĕ.
"Труд" ЯХПК-ра тăрăшакансем ака-суха ĕçĕсене яланах чи малтан вĕçлеме хăнăхнă. Кăçал та çаплах пулчĕ. Паянхи куна "Труд" ял хуçалăх предприятийĕнче çурхи ака ĕçĕсене вĕçленĕ. Уйра тăрăшакансенчен ытларахăшĕ аслăрах çулхисем пулин те, вĕсем пысăк опытлă ĕçченсем. Акă, сăмахран Владимир Пушкин, Рафаил Тагиров, Анатолий Макаров ĕçченсем хуçалăхра 40-шер çул ытла тăрăшаççĕ. Кашни çулах вĕсем ака ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Шупашкартан килнĕ хăнасем хуçалăхри ĕçченсем чăннипех тăрăшуллă пулнине палăртса хăварчĕç. Çакна ỹсĕмсем çирĕплетеççĕ. Ял çыннисем шаннă ĕçе вăхăтра пурнăçланăран тыр-пул тата пахчаçимĕç тухăçĕ пысăк.
"Слава картофелю" агрофирмăра çĕр улми çеç мар, пахчаçимĕç, тĕштырă культурисен лаптăкне çулран-çул ỹстерсе пыраççĕ. Вĕсем кашни çулах сутмалли тата вăрлăхлăх çĕрулми çитĕнтереççĕ. Малта пыракан технологипе усă курни пысăк тупăш илме май парать. Сăмахран, Юрий Поповпа Петр Краснов тата ĕçлĕ ушкăн паллашнă уй-хирте çĕр улмине шăвармалли агрегатсем вырнаçтарасшăн. Çитес вăхăтра уя шыв сапма тытăнасшăн. Ку меслетпе агрофирмăра чылайранпа усă кураççĕ. Вĕсен тĕллевĕ - çĕрулми тата пахчаçимĕç тухăçлăхне çулсерен ỹстересси.
Патшалăх Канашĕн председателĕпе социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн ертỹçи çĕр ĕçченĕсене мĕн хумхантарнипе кăсăкланчĕç. Вĕсен ыйтăвĕсене шута илсе çитес вăхăтра май килнĕ таран уçăмлатса хуравлама шантарчĕç, тăрăшса ĕçлеме çирĕп вăй-хал, ăнăçу сунчĕç.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"