17 мая 2016 г.
Хирти Шăхасан ялĕнче çуралнă, хĕрĕх çула яхăн Ульяновскра пурăнакан Петр Архипович Порфирьев 2001 çулта хăй 50 çул тултарнине халалласа 50 километрлă марафон дистанцине чупса тухнăччĕ. Çавăнтанпа унăн марафон чупăвĕ кашни çул пĕрер километр хутшăнса пычĕ. Юбилей çулĕсенче вара çине тăрса тĕнче шайĕнчи марафон ăмăртăвĕсене хутшăнать. Сăмах май çакна каласа хăвармалла. Петр Комсомольски вăтам шкулне пĕтерсен Шупашкарти медицина училищинче професси туяннă, çар службинче пулнă. Уфари медицина институтĕнче вĕренсе Петр Архипович терапевт врач дипломне алла илсе тухать. Çамрăк специалист Ульяновскра тĕпленет. Малтан хулан виççĕмĕш номерлĕ, каярахпа çиччĕмĕш больницинче хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласа пырать. Паян вăл Чукун çул районĕн больницин участокри терапевт должноçĕнче вăй хурать.
Пирĕн ентеш марафон ăмăртăвĕсене парăннă. Петр Архипович 60 çулхи юбилейне Иерусалимра 60 километрлă дистанцие чупса паллă тунăччĕ. Кăçал вара 65 çулхи юбилейне паллă тума Мускава çул тытрĕ. Унта 65 километрлă марафон дистанцине 8 сехет те 35 минут та 6 çеккунтра чупса тухса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Паллах, çак кăтарту кунсерен чупса хăнăхусем тунипе çыхăннах ĕнтĕ. Ентеш спортпа туслă пулнишĕн савăнар, ăнăçу, телей сунар.
В.ГАВРИЛОВ.
Источник: "Каçал Ен"