АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енри вĕрентỹпе сывлăх сыхлавне мĕн кĕтет?

17 мая 2016 г.

 Шупашкарта "Единая Россия" партин пирвайхи сасăлавне хутшăнакансем хушшинче дебатсем малалла пыраççĕ. Юлашки тĕлпулăвăн теми вĕрентỹ сферин, сывлăх сыхлавĕн тата пĕтĕмĕшле социаллă политика аталанăвĕ пулнă. Шупашкар хула Пухăвĕн икĕ созывĕн депутачĕ Николай Владимиров единорос каланă тăрăх, дискусси темине ăнсăртран суйласа илмен. Çак ыйтусене чи малтан федераци тата регион шайĕсенче татса памалла. "Юлашки 5 çулта Чăваш Енре ачасене садиксенче вырăнпа тивĕçтерессипе пысăк утăм турăмăр. Вуншар çĕнĕ учреждени уçрăмăр, çапах ку ыйтăва малашне те тимлĕх уйăрмалла, пуррисене реконструкцилемелле, депутатсен вара çак процеса тĕрĕслесех тăмалла", - палăртнă Николай Владимиров.

Дебат вăхăтĕнче шкулти вĕрентỹ пахалăхне çĕклес ыйтăва та хускатнă. Чăваш Республики - федераллă бюджетран çĕнĕ шкулсен строительстви валли укçа-тенкĕ илнĕ регионсен хушшинче. Регионри влаçсемпе "Единая Россия" парти çакăншăн нумай тăрăшнă. Çав вăхăтрах пĕлỹ шайĕ епле пулни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Шкул пĕтерекенсем хăйсем илнĕ пĕлỹпе ăçта, мĕнле усă курма май пуррине туйса тăмалла. Ку енĕпе Николай Владимиров малашлăха шкулсемпе колледжсем, ВУЗсем промышленноç предприятийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленинче курать. Çак çыхăнусене пур çĕрте те аталантарсан çеç шкул ачисем хăш профессисемпе специальноçсем пурнăçра ытларах кирлине иртерех ăнланса илĕç тесе шутлать.

Пирĕн республика бюджечĕ шăп социаллă пĕлтерĕшлĕ тесе палăртать депутат. Вĕрентỹ, сывлăх сыхлавĕ тата социаллă политика çине бюджетăн çитмĕле яхăн проценчĕ каять. Тĕслĕхсенчен пĕри - регион ЖКХ пулăшăвĕсемшĕн паракан субсиди. Кăçал çакăн валли пĕлтĕрхинчен 15 процент ытларах, пурĕ 246,5 млн тенкĕ, уйăрнă. "Асăннă пулăшупа республикăра пурăнакансенчен камăн усă курма ирĕк пур, пурте илейччĕр, çак ыйтăва депутатсен куçран вĕçертмелле мар", - палăртать Николай Владимиров.

Аса илтеретпĕр, РФ Патшалăх Думине тата ЧР Патшалăх Канашне депутата тăратма малтанхи сасăлав майăн 22-мĕшĕнче иртет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика