АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутă та таса пулнăран тĕнче илемлĕ

17 мая 2016 г.

Комсомольски районĕ яланах хăйĕн вăрманĕсемпе, илемлĕхĕпе, тасалăхĕпе тата тирпейлĕхĕпе илĕртнĕ. Анчах халь экологи ыйтăвĕсем çулсерен çи-вĕчленсех пыраççĕ. Таçтан аякранах куç тĕлне çỹп-çап купи, тулса ларнă контейнерсем курăнса лараççĕ. Юр ирĕлсе пĕтсенех мĕн пур çỹп-çап шăтса ĕлкĕреймен курăк çинче выртать. Экологи уйăхлăхĕнче чылай çĕрте тирпей кĕртме ĕлкĕрнĕ, пин-пин михĕ ăпăр-тапăр пухнă. Апла пулин те чуна ыраттаракан, этем сĕмсĕрлĕхне кăтартакан самант пайтах...

Ялта пурăнса ỹснисем пĕлеççĕ ĕнтĕ, сысна та хăй выртакан вырăна вараламасть, тепĕр кĕтессе çỹрет... Эпир нивушлĕ вара выльăхран та аяларах? Урампа пынă чухне çынсем алра мĕн пуррине тата машина чỹречисенчен тĕрлĕ çỹп-çапа ывăтса хăварнă тĕслĕхсемпе час-часах тĕл пулатăн. Мĕн чухлĕ пирус тĕпĕ выртса çỹрет тата! Мĕн çинчен шухăшлаççĕ-ши вĕсем çак самантра? Халĕ, ĕлĕкхилле, çумăр хыççăн урама çара уран мар, тарăн кунчаллă калушпа е ытти пушмакпа тухмалла. Унсăрăн ним те мар урана мăкăлтама та, касма та пулать. Хамăр иртсе çỹрекен вырăнсене çатăрка хутсемпе пластик савăт-сапа, тĕрлĕ ăпăр-тапăр, выльăх каяшĕ таранчченех вараласа выртаççĕ. Намăс мар-и-ха пире? Машинăсемпе автобуссем çỹрекен аслă çул хĕррине миххи-миххипе ывăтса хăварнă çỹп-çап мĕн чухлĕ-ши? Çакнашкал тирпейсĕрлĕхе, тасамарлăха камăн пуçтармалла-ха? Варалакан çỹп-çапа пăрахнă та тарнă, аллине хурса хăварман. Тĕрĕссипе, çакнашкал преступление (çаплах калас килет) вăл пĕрремĕш хут та тумасть.

Аслă Турă тĕнчене, шыв-шурсемпе вăрмансене мĕнле илемлĕ тунине куратпăр ĕнтĕ. Савăнса та киленсе пурăн çеç... Анчах та юлашки 20 çул хушшинче çутçанталăка вараласа пĕтертĕмĕр. Урамсемпе тăкăрлăксем çинчен калама та кирлĕ мар, веçех куç умĕнче, ялсем çумĕнчи çырмасем те çỹп-çаппа тулса пыраççĕ. Çирĕм çул - пĕр енчен пăхсан нумай та мар, анчах та çак тапхăрта çутçанталăкпа мĕн пулса тухнине сăнасан вара тепĕр 20 çултан мĕн патне çитесси пушшех пăшăрхантарать. Пĕвесемпе кỹлĕсен тĕпĕсенче, юханшывсен çыранĕсенче, акса тыр-пул ỹстермелли хирсенче пур çĕрте те çỹп-çап. Пулă тытма кайсан та вăлтасемпе пакет е пĕр-пĕр сумка туртса кăларатăн, сĕрекесемпе вара - бутылкăсем. Пирĕн ачасемпе мăнуксем малашне çỹп-çап ăшнех путасран шикленмелле. Çапла ан пултăр тесен хамăрăн ирсĕр йăла-йĕркене улăштармалла, ачасене тĕрĕс воспитани парса ỹстермелле. Пирĕн валли асаттесемпе мăн асаттесем сыхласа хăварнă илемлĕ çутçанталăка тата та илемлетсе, тасатса, вăрмансене, улăхсемпе çарансене, юханшывсемпе çырмасене çитĕнекен ăру валли сыхласа хăварар. Тархасшăн ан варалăр хамăр пурăнакан таврана, тирпейлĕ пулма тăрăшăр!

В.КРАСНОВ.

Комсомольски ялĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика