17 мая 2016 г.
Районти тĕп тата вăтам шкулсем кăçалхи "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисене хастар хутшăнчĕç. Тĕрлĕ енлĕн ăмăртса çамрăк армеецсем ăс-тăн çивĕчлĕхне, хăвăртлăха тĕрĕслерĕç, яваплăха хăнăхрĕç, тĕрлĕ конкурссенче тата ăмăртусенче тупăшрĕç. Майăн 13-мĕшĕнче çарпа спорт вăййисене пĕтĕмлетрĕç. Пĕрремĕш кунхи "Яштак та кĕрнеклĕ - хисепе тивĕçлĕ" конкурс çĕнтерỹçисем - Урмаелсемпе Александровкăсем. Районти вăтам шкулсенчен иккĕмĕш вырăна Хырай Ĕнелсем тухрĕç. Виççĕмĕш вырăна Нĕркеç вăтам шкулĕн çамрăк армеецĕсем йышăнчĕç. Çак конкурсра иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчен Чĕчкенсемпе Анат Тимĕрчкассисем пайларĕç.
Теорипе вара вăтам шкулсем хушшинче Нĕркеçсем палăрчĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн армеецĕсем, виççĕмĕш вырăнта - Çĕнĕ Мăратсем. Тĕп шкулсем хушшинче Тăманлă Выçли шкулне çитекен пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăна Хырхĕррисем йышăннă, виççĕмĕшне - Хирти Явăшсем.
Винтовкăран тĕл перессипе чи маттуррисем Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче вĕренекенсем пулчĕç. Иккĕмĕшсемпе виççĕмĕшсем - Шурутсемпе Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕсен командисем. Тĕп шкулсенче вĕренекенсем хушшинче те тупăшу хĕрỹ иртрĕ: Хирти Явăшсем - пĕрремĕшсем, Александровкăпа Чĕчкенсем - иккĕмĕшсемпе виççĕмĕшсем.
Вăй гимнастикинче (хĕрсем - отжимани туса, каччăсем - туртăнса) чи чăтăмлисем Шурутсем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ алăран вĕçертмерĕ. Виççĕмĕш вырăнта - Хырай Ĕнелсем. Орленоксем хушшинче вара Хирти Явăшсем - пĕрремĕш, Анат Тимĕрчкассисем - иккĕмĕш, Тăманлă Выçлисем - виççĕмĕш.
Чăрмавсене парăнтарса чупассипе Çĕнĕ Мăратсемпе Александровкăсем малти вырăнсене çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕпе Тăманлă Выçли спортсменĕсем. Шурутсемпе Чĕчкенсем виççĕмĕшсем пулчĕç.
Çамрăк армеецсем çавăн пекех 100 тата 1000 метра чупса, автомата салатса пуçтарса ăмăртрĕç, "Кĕтне" спорт комплексĕнче шывра ишессипе тупăшрĕç.
Районти вăтам шкулсенчен чи маттуррисем, чи ăстисем Хырай Ĕнелсем пулчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Çĕнĕ Мăратсемпе Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем çĕнсе илчĕç.
Тĕп шкулсенчен Александровкăсем - пĕрремĕш, Хирти Явăшсем - иккĕмĕш, Тăманлă Выçлисем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Виçĕ куна пынă вăйăсем çамрăксемшĕн усăллă, пурнăçра кирлĕ пуласса никам та иккĕленмест. Ахальтен мар "Зарницăпа" "Орленок" çарпа спорт вăййисене темиçе çул каялла хутшăннисем те ун çинчен паян та ăшшăн аса илеççĕ, шăпа вĕсене çакăн пек май туса панăшăн тав тăваççĕ. Пĕр-пĕрне пулăшса тĕрлĕ чăрмавсене çĕнтерни, палаткăсенче пурăнни, çĕрле вучах умĕнче шăкăлтатса ларни чылайлăха асра юлать-çке.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"