13 мая 2016 г.
Йăлмахва пуçламăш шкулĕнче "Йывăç ларт та ăна упра" акци ирттертĕмĕр. Ачасемпе пĕрле шкул тавра асăнмалăх хурăнсем лартса хăвартăмăр. Çак пысăк та пархатарлă ĕçе шкул ĕçченĕсем А.А.Дмитриевпа В.П.Кузьмин хутшăнчĕç. Вĕсем хурăн хунавĕсем хатĕрлерĕç, йывăç лартмалли шăтăк чавма, хунава лартма вĕрентрĕç.
Ĕçленĕ май Анатолий Аверкиевич çутçанталăк çинчен тĕрлĕ ыйту пачĕ. Ачасем ыйтусем çине ăмăртмалла хуравларĕç. Кашниех вуншар хурăн хунавĕ лартрĕ. Çакă 7-9 çулсенчи ачасемшĕн чăнах та питĕ пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕç пулчĕ. Халĕ лартнă хунавсене тимлĕ пăхса тăмалла. Тепĕр темиçе çултан вĕсем çĕкленĕç те пирĕн шкула илем кỹрĕç.
Е.ИВАНОВА,
вĕрентекен.
Источник: "Каçал Ен"