13 мая 2016 г.
Майăн 8-мĕшĕнче Элĕк районĕнче вутра 7 çын пурнăçĕ татăлнă. Инкек Вырăс Сурăм ялĕнче çурçĕр хыççăн 1 сехет тĕлнелле пулнă. Элĕкри 25-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсемпе Юнтапа ял тăрăхĕн ирĕклĕ пушар команди çитнĕ вăхăта пỹрте пĕтĕмпех çулăм ярса илме ĕлкĕрнĕ. Вут-çулăма сỹнтернĕ хыççăн кĕл-кăмрăк айĕнче 7 виле тупнă: 1981 çулта çуралнă хĕрарăмпа унăн 35-ри гражданла упăшки, 31 çулти хурăнташ шăллĕ тата çак çемьен тăватă ачи вилнĕ.
Çакнашкал инкек ан пултăр тесе районта пурăнакансене кăмака е каланкка хутнă чухне асăрхануллă та тимлĕ пулма чĕнсе каласшăн. Вут-çулăм шăпах кăмака юсавсăр пулнипе, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнипе тухма пултарать. Кăмакан стенасене лекмелле мар. Маччара кăмакаран тухакан мăрьене шуратмалла, вăл çурăласран асăрханмалла. Кăмака умне тимĕр листи вырнаçтармалла. Пỹртри кăмакана хутсассăн ăна пăхсах тăмалла. Çывăхне çунакан япаласем хумалла мар. Пушар тухнине асăрхасан çухалса ан кайăр, 112 номерпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.
Д.КУЗЬМИН,
районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"