13 мая 2016 г.
Кăçал пенсисене çĕнĕ йĕркепе индексаци туса ỹстереççĕ. Кун çинчен вулакансене Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Алексеевна Кондратьева каласа парать.
- Роза Алексеевна, ĕçлекен çынсен пенсине кăçалтан мĕнле йĕркепе ỹстерсе тỹлеççĕ?
- 2015 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи 385-ФЗ номерлĕ Федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн страховани пенсине тата унпа пĕрле тỹлекен çирĕплетнĕ виçене пур пенсионерăнне те индексаци тăваççĕ. Анчах ĕçленĕ тапхăрта пенси виçине индексаци ỹсĕмне шута илмесĕр тỹлеççĕ.
Февральтен 2015 çулхи 3-мĕш квартал отчечĕ тăрăх сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне ĕçлемен тата çулталăк вĕçне предприниматель пулман пенсионерсен пенсийĕсене ỹстертĕмĕр.
- Пенсионерсен ĕç пăрахни çинчен Пенси фондне заявлени тăратмалла-и?
- Октябрьтен пуçласа апрель уйăхĕччен ĕç пăрахни çинчен çынсен Пенси фондне пĕлтерсе заявлени çырмалла пулнă.
Апрель уйăхĕнчен организацисемпе предприятисем хăйсем патĕнче ĕç килĕшĕвĕпе е гражданла-правăллă килĕшỹпе ĕçлекенсем çинчен Пенси фондне кашни уйăхрах информаци тăратаççĕ. Çавăнпа та пенсисене ỹстерсе тỹлесси çинчен йышăну заявленисĕрех, отчет сведенийĕсене усă курса тăватпăр. Пенсионер ĕç пăрахсан виçĕ уйăхран пенсине ỹстерсе тỹлетпĕр.
- Организацисем ĕçлекен пенсионерсене кăтартасшăнах мар пулсан е тата пенсионерсене официаллă вырнаçтармасăр ĕçлеттереççĕ пулсан мĕнле?
- Отчета кашни уйăхра 10-мĕш числаччен кĕске формăпа тăратмалла - ĕçлекенĕн хушаматне, ятне, ашшĕн ятне, пенси страховани уйрăм счечĕн номерĕ (кĕскен каласан СНИЛС) кăтартмалла.
Отчета тулли мар е тĕрĕс мар тăратсан тата срока пăсса ярсан ĕçпе тивĕçтерекенсене ответ тыттараççĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн кун пек организацисенчен кашни ĕçлекеншĕн 500 тенкĕ штраф шыраса илме палăртнă.
Граждансен çакна асра тытмалла - официаллă ĕçлесен пенси коэффициенчĕн калăпăшĕ çултан-çул ỹссе пырать. Ĕçлекен пенсионерсен пенсине кашни çулах август уйăхĕнчен пенси коэффициентне шутласа ỹстереççĕ. Ĕçе пăрахсан вара пĕтĕм пенси коэффициентне пур индекссем çине ỹстернĕ хакпа шутласа тỹлеме тытăнаççĕ.
- Апла пенсие тухсан пĕчĕк шалу тỹлекен организацисенче ĕçлеме меллĕ мар. Ĕç пăрахса заявлени çыракан пенсионерсен йышĕ ỹсрĕ-и?
- Пенсие тухсан малалла ĕçлесси çинчен кашни хăй йышăну тăвать. Ку, паллах, шалу укçинчен те, сывлăхран та, тата ытти сăлтавсенчен те килет. Чăваш Республикинче пурĕ 335 пин çын страховани пенсийĕ илсе тăрать, вĕсенчен 22 проценчĕ - ĕçлекен пенсионерсем. Февральтен ватлăхра паракан страховани пенсийĕсен виçи вăтамран 470 тенкĕ хăпарчĕ - 11900 тенке çитрĕ.
Çулталăк пуçламăшĕнчен Пенси фондне пĕлтĕрхи октябрьтен пуçласа кăçалхи март уйăхĕнче ĕç пăрахнă пенсионерсем пĕтĕмпе 14,5 пин заявлени тăратнă, çав шутра 8 пин заявление февральпе апрель хушшинче çырнă.
- Енчен те пенсие ỹстернĕ хыççăн çын ĕçе вырнаçать пулсан, пенси виçине пĕчĕклетеççĕ-и?
- Çук, пенсионер ĕçе вырнаçсан пенси виçине пĕчĕклетмеççĕ. Енчен те тепĕр индексаци тĕлне Пенси фондне организаци тăратнă отчет тăрăх пенсионер ĕçлекен шутланса тăрать пулсан, çак индексаци ỹсĕмне шута илмесĕр тỹлеççĕ.
- Роза Алексеевна, пенсионер ĕç пăрахсан пенси калăпăшĕ индексаципе пĕрле мĕн чухлĕ пулассине мĕнле пĕлме пулать?
- Пенси фончĕн сайчĕ çинче "Граждансен уйрăм кабинечĕ" электронлă сервис ĕçлет. Кунта çынсем килтен тухмасăрах пенси виçине пĕлме пултараççĕ.
Пенси фончĕн ку тата ытти сервисĕсемпе Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистраци тунă çынсем усă курма пултараççĕ. Кам порталта регистраци туман, вĕсем хăйсем тĕллĕн е Пенси фончĕн специалисчĕсем пулăшнипе тума пултараççĕ, кунтах ЕСИА системинче учетра паллă тунине (учетная запись) çирĕплетеççĕ.
Р.АНДРЕЕВА.
Источник: "Каçал Ен"