13 мая 2016 г.
- шăпах çак сăмахсем Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ, "Статус" юридици фирмин директорĕ Николай Владимиров мĕнле çын пулнине уçса параççĕ. Николай Николаевич пĕлет - йĕри-тавра мĕн пулса иртнипе вĕçĕмсĕр кăмăлсăрланма, тиркеме пулать, анчах та чăн-чăн ĕçсемпе кăна пурнăçа лайăхлатăн.
Николай Владимиров чĕришĕн хаклă кĕтес - Шупашкар хулинчи Уруков урамĕ. Кунта унăн тăван килĕ, ача сачĕ, шкулĕ. Чуна çывăх тата тепĕр кĕтес - Вăрмар районĕнчи ашшĕ çуралнă ял. Хула ачи кунта каникул вăхăтĕнче каннă, аслисене пулăшнă.
Ашшĕпе амăшĕ, Николай Григорьевичпа Ольга Васильевна, иккĕшĕ те ялта çуралса ỹснĕскерсем, хăйсен пурнăçне электроаппарат заводне халалланă. Николай ывăлне вĕсем ачаранах ĕçе, çĕре юратма хăнăхтарса ỹстернĕ. Ача чухне те, ỹсерехпе те Николай Владимиров вăхăта ахаль ирттермен. 7-мĕш класчен музыка шкулĕнче аккордеонпа калама вĕреннĕ, унтан - йывăр атлетика, самбо, дзюдо. Ачаранах историпе кăсăкланнă. Студент чухне политикăпа интересленме тытăннă.
Професси суйласа илесси Николай Владимировшăн йывăр пулман - вăл тĕрĕсмарлăхпа кĕрешме шутланă. Çавăнпах Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. 4-мĕш курсра юридици фирминче ĕçлеме тытăннă. Шăпах çавăн чухне пулас юрист пысăк опыт пухнă. Ахальтен мар пулĕ тем вăхăтран çамрăк çын Шупашкарти "Вавилон" ТЯО-н юридици пайне ертсе пыма тытăннă. Унтан вара хăйĕн юридици фирмине уçнă.
"Юрист профессине суйласа илсе эпĕ тĕрĕс тунине ăнланса илтĕм, - тет Николай Николаевич. - Гражданла право енĕпе ĕçленĕ май нумай çынна пулăшма пултартăм. Эпĕ хам çинче яваплăх туятăп - ман пата пулăшу ыйтма килнĕ çынсен шанăçне тỹрре кăлармаллах. Депутат пулнă май та суйлавçăсемпе хам тĕл пулма тăрăшатăп, çак ĕçе пулăшакансем çине тиеместĕп".
Халĕ, ача чухнехилле, темиçешер сехет пĕве хĕрринче вăлтапа ларма вăхăт çукрах. Анчах та депутатăн тата юридици фирмин директорĕн графикĕнче çемьепе, ывăлĕпе калаçма вăхăт тупăнатех. Çемье - пĕрремĕш вырăнта. Музыка çинчен те манмасть Николай Николаевич, сайра пулин те, алла аккордеон тытать, вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене калать. Ашшĕ ăна Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене хисеплеме вĕрентсе ỹстернĕ. 27 çул каялла майăн 9-мĕшĕнче вĕсем пĕрле ялти садра çĕмĕрт лартса хăварнă. Халĕ Николай Николаевич çав сада ывăлĕпе пĕрле пăхса тăрать.
Источник: "Каçал Ен"