13 мая 2016 г.
Майăн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 71 çул çитнине халалласа савăнăçлă мероприятисем иртрĕç.
Шупашкар хулинче Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ митингра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн халăх Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пĕтĕм вăй-халран тăрăшнине, уншăн миллионшар çын пуçне хунине палăртнă. Хаяр вăрçă кунĕсем кашни киле, çемьене пырса тивнĕ.
Уявăн чи пĕлтерĕшлĕ мероприятийĕсенчен пĕри - пĕтĕм çĕршывĕпех иртнĕ "Вилĕмсĕр полк" акци. Акцие хутшăнакансем - Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем. Вĕсем аслашшĕсен, кукашшĕсен, чи çывăх çыннисен сăнỹкерчĕкĕсене йăтса утрĕç. "Вилĕмсĕр полк" акци колонни тĕрлĕ ĕçре тăрăшакансене, тĕрлĕ çулхисене пухрĕ. Сăмахран, Шупашкарта иртнĕ акцие 20 пин çын ытла хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ашшĕн, Василий Игнатьевич Игнатьевăн, сăнỹкерчĕкĕпе утнă. Вăл Балти флотĕнче службăра тăнă, блокадăри Ленинград хулине Ладога кỹлли тăрăх - пурнăç çулĕпе - çар хатĕрĕсем тата апат-çимĕç турттарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн ывăлĕпе хĕрĕ мăн кукашшĕн, Николай Алексеевич Семеновăн, сăнỹкерчĕкне йăтса утнă. Вăл вăрçăра сапер пулнă. Михаил Васильевич каланă тăрăх, аттесемпе, асаттесемпе, кукаçисемпе мăнаçланни, Тăван çĕршыва, çĕре юратнă пекех, ачасене куçмалла. Ун чухне çеç эпир хăватлă тата парăнми пулăпăр.
Çĕнĕ Шупашкар хулинче иртнĕ "Вилĕмсĕр полк" акцие "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов та хутшăннă. Николай Владимирович мăнукĕпе пĕрле кукашшĕн, Петр Федорович Цыгановăн, сăнỹкерчĕкне йăтса хула урамĕсемпе утнă. Петр Цыганов хĕрлĕармеец стрелоксен (курсантсен) 26-мĕш уйрăм бригадинче çапăçнă, 1941 çулта Мускав хулишĕн пынă çапăçусене хутшăннă, 1941 çулхи декабрь уйăхĕнчи пĕр çапăçура пуçне хунă. Ашшĕ енчен Маловсен вăрçăран тăваттăн таврăнайман. Çемье архивĕнче сăнỹкерчĕкĕсем те упранса юлман. Вĕсене пурне те Чăваш Республикин Асăну кĕнекине кĕртнĕ.
"Çапăçу хирĕнчен таврăнманнисене пирĕн тивĕçлипе хисеплемелле. Вĕсене асра тытса çитĕнекен ăрăва аттесен, асаттесен паттăрлăхĕ, истори çине таянса воспитани памалла", - палăртнă Николай Малов.
Палăртса хăвармалла, Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнакансен йышĕ çулран-çул ỹсет. Çакă Аслă Çĕнтерĕве тата ветерансен паттăрлăхне асра тытнине çирĕплетет. Вĕсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр пире мирлĕ тỹпе парнеленине яланах асра тытмалла.
Источник: "Каçал Ен"