13 мая 2016 г.
Çĕнтерỹ кунĕ пирĕн çĕршыв историйĕнче ыттисенчен уйрăлса тăрать. Ахальтен мар паллă совет поэчĕ Владимир Харитонов, хăй çак хаяр вăрçă çулĕсемпе утса тухнăскер, ăна куççульпе тулнă праçник тенĕ. Раççейре çак вăрçă çунтарса илмен çемье пур-ши?
Манăн икĕ мăн асатте те вăрçăра çапăçнă. Вĕсенчен пĕри - Андрей Кузьмич Смолин - Кемерево облаçĕнчен тухнă. Хăйĕн юратăвне тĕл пулнă, авланнă, ачисем çуралнă. 1941 çулхи апрельте ăна, çирĕм пилĕк çулхи çемье пуçне, çар сборне илсе кайнă. Унтан вăл текех килне таврăнайман. 1941 çулхи июльте вĕсен чаçне Ленинград тăрăхне фронта ăсатнă. Унта мĕн пулса иртнине пурте пĕлеççĕ. Ăна нумай вăхăт ăннă, çапах та вăл аманса госпитале лекнĕ. Сывалнă хыççăн 1944 çулхи июльте ăна каллех фронта ăсатнă. Часах вăл хыпарсăр çухалнă.
Иккĕмĕш мăн асатте - Владимир Александрович Шарфунов - вăрçăран чĕрĕ таврăннă. 1942 çулхи апрельте фронта кайнăскер, хăравçă пулман. Ăна "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Паттăрлăхшăн" медальсемпе, Хĕрлĕ Çăлтăр, Аслă Отечественнăй вăрçăн I степень орденĕсемпе наградăланă. Томскри артиллери училищинчи кĕске вăхăтлăх курса пĕтернĕ хыççăн вăрçа Сталинградра кĕнĕ. 3-мĕш гварди армин стрелоксен 1008-мĕш полкĕнче çапăçнă. Мăн асатте Берлина çитнĕ, нацистла Германин тĕп хулине илме хутшăннă. Эльба юханшывĕ хĕрринче американсемпе тĕл пулнă. 1946 çулта ăна демобилизациленĕ. Вăл савăнсах шкула таврăннă, ачасене вĕрентнĕ. 1991 çулччен педагогика ĕçĕнче пулнă.
Мăн асаннен чăн-чăн Çĕпĕр характерĕ пулнă. Александра Яковлевна Шарфунова 1942-1944 çулсенче Новосибирск облаçĕнчи Болотнинск районĕнчи Александровка ялĕнчи колхоза ертсе пынă. 8 ача çуратса ỹстернĕшĕн, тивĕçлĕ воспитани панăшăн ăна Амăшĕн Мухтавĕн виçĕ орденĕпе чысланă.
Раççейри миллионшар çемьере çакнашкал ỹкерчĕк пулнă. Аслă Çĕнтерỹ- чи пысăк праçник. Анчах унăн куççуль тути пур. Вăрçăра вун-вун миллион çын вилнĕ, нумай хуласемпе ялсем арканнă. Аслă Çĕнтерĕве питĕ пысăк çухатусемпе тунă. Эпир ăна асра тытатпăр, нихăçан та манмастпăр.
Аслă Отечественнăй вăрçă фрончĕсене Чăваш Енрен анчах 208229 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 106470-шĕ Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхĕшĕн пуçĕсене хунă. Çавăнпа эпир çакнашкал хăрушă инкек урăх нихăçан та ан пултăр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшатпăр.
Источник: "Каçал Ен"