13 мая 2016 г.
Майăн 11-мĕшĕнче Комсомольски вăрманĕ çумĕнче çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Пирĕн районта вĕсем 48-мĕш хут иртеççĕ.
Чи малтанах çамрăк армеецсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин саламларĕ, пуçтарăннă чи хастар та пултаруллă яшсемпе хĕрсене çитĕнỹсем тума ăнăçу сунчĕ. Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова çамрăк армеецсен вăййисене çулсерен çанталăк условийĕсене пăхмасăрах ирттернине, çакă районта ырă йăла пулса тăнине палăртрĕ. Надежда Александровна нумаях пулмасть Сирири Пальмира хулишĕн çапăçусенче пуçне хунă Раççей Федерацийĕн паттăрĕ, 25 çулхи Александр Прохоренко та шкул вăхăтĕнче "Зарница" тата "Орленок" вăййисене хастар хутшăннине асăнса хăварчĕ. Юнкун вăрман хĕрринче пуçтарăннă хĕрачасемпе арçын ачасене Александрăн паттăр ĕçне асра тытма тата пурнăçра тĕслĕх вырăнне хума чĕнсе каларĕ.
Пĕлтĕрхи "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисен çĕнтерỹçисем Хырай Ĕнел вăтам тата Александровка тĕп шкулĕсен командисен ертỹçисем Чăваш Республикин ялавне çĕклеме тивĕçрĕç. Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольскипе Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ Сергей Данилов çамрăк армеецсем стройпа тата юрласа утнине ертсе пычĕ. Хĕрсемпе каччăсем кĕлеткине тỹрĕ тытнипе, пĕр харăссăн, çирĕппĕн утнипе куракансене тыткăнларĕç. Командирсем хушшинче хĕрачасем те пур. Вĕсем хăйсем арçын ачасенчен пĕр енĕпе те кая юлманнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç.
Кăнтăрла хыççăн конкурссем пуçланчĕç. Унта çамрăк армеецсен хăйсен пултарулăхне пур енлĕн кăтартса ăсталăхпа çивĕчлĕх тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла пулĕ. Вăйăсем майăн 13-мĕшĕнче вĕçленĕç, ун хыççăн, 13-15-мĕшĕсенче, 10-мĕш классенчи арçын ачасен çар сборĕсем иртеççĕ.
Н.БЕЛКОВА.
Источник: "Каçал Ен"