АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем вăрçă паттăрĕсене асра тытаççĕ

13 мая 2016 г.

 Аслă Çĕнтерỹ кунĕ умĕн "Асамат кĕперĕ" ача садĕнче "Тебе, великая победа! Тебе, великая страна!" фестиваль иккĕмĕш хутчен районти 5-7 çулсенчи чи пултаруллă ачасене пуçтарчĕ.

Конкурса хутшăнма шкул çулне çитменнисене пĕлỹ паракан районти 16 учрежденинчен килнĕ. Вĕсем виçĕ номинаципе - вокалпа, хореографипе, театр пултарулăхĕпе - номерсем хатĕрленĕ. Кашни садикĕн номерĕ хăйне евĕрлĕ пулчĕ. Ачасем Аслă Отечествăлла вăрçă пирки пĕтĕмпех ăнланса пĕтереймеççĕ пулсан та жюри, куракан патне Çĕнтерỹ савăнăçне, вăрçă тискерлĕхне илсе çитерме пултарчĕç. Пĕчĕк ачасем вăрçă темипе çырнă сăвăсемпе юрăсене мĕнле кăмăл-туйăмпа калани-юрлани чуна пырса тиврĕ, нумайăшĕн куçĕсем те шывланчĕç. Пепкесем вара сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсем пекех тыткаларĕç.

Кашни номер хăйне майлă лайăх пулнăран çĕнтерỹçĕсене палăртма жюрие йывăр пулчĕ. Вокал номинацире "Пучах" ача садне çитекенни пулмарĕ, вĕсем "Прадедушка" юрра шăрантарса жюрире ларакансене çеç мар, курма килнисене те тыткăнларĕç. "Хореографи" номинацире "Пучах" тата "Асамат кĕперĕ" ача сачĕсен ташă ушкăнĕсем чи лайăххисем пулчĕç. "Театр пултарулăхĕ" номинацире "Пучах" ача садне çỹрекен Илья Габдрахманов "Баллада о седых" произведение вуласа çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕ.

Çакăн евĕр мероприятисем ирттерни воспитательсене шкул çулне çитмен ачасене воспитани парас ĕçре тухăçлă, малашне тата та лайăхрах ĕçлеме хавхалантарать.

А.КОРНИЛОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика