АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Службăра тăни - пысăк яваплăх

13 мая 2016 г.

Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕнче тăрăшакансен халĕ хĕрỹ тапхăр - çуркуннехи çар призывĕ пырать. Тăван çĕршыва чунтан парăннисем, кăмăлпа çирĕпписем, çĕр çинче, тинĕсре, тỹпере хăюлăхпа паттăрлăх кăтартма хатĕррисен тепĕр ăрăвĕ алла хĕç-пăшал тытса çар ретне тăма хатĕрленет.

Акă, майăн 11-мĕ-шĕнче Комсомольскипе Елчĕк районĕсенчи 10 призывник çар тумĕ тăхăнчĕ те. Вĕсенчен 6-шĕ - Комсомольски районĕнче çуралса ỹснисем: Евгений Чернов (Эткер), Дмитрий Смирнов (Йăлмахва), Артем Чапрасов (Асанкасси), Артем Алексеев (Аслă Çĕрпỹел), Данис Хуснетдинов (Тутар Шурут), Денис Лукин (Аслă Чурачăк). Вĕсене ăсатма çар комиссариачĕн çурчĕ умне пулас салтаксен çывăх тăванĕсем, ял-йышĕ тата тус-юлташĕсем пухăнчĕç.

Призывниксене çула тухас умĕн ЧР çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ Сергей Данилов инструктаж пачĕ.

- Чăваш ятне çỹлти шайра тытăр. Хĕсметре тăрса çĕршыва хỹтĕлесси - кашни арçыннăн тивĕçĕ. Сумлă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçламалла. Кирек мĕнле лару-тăрăва лексен те ан манăр: сире килте кĕтеççĕ. Çавăнпа та çывăх çыннăрсем патне телефонпа шăнкăравлама ан ỹркенĕр. Шанатăп, эпир сирĕнпе мăнаçланăпăр, мухтанăпăр. Каялла пурте тĕрĕс-тĕкел таврăнăр! - терĕ Сергей Юрьевич.

Çавăнпа пĕрлех военком кĕскен салтак пурнăçĕпе, паянхи çарти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравларĕ. Хĕсметрен пăрăнакан сахалланнине те уйрăммăн палăртса хăварчĕ.

- Çар тивĕçне пурнăçласси - Конституци панă ирĕк. Пирĕн çемьере кашниех салтак пăттине çинĕ. Унашкалли тăвансен йышĕнче те нумай. Енчен хам тивĕçе чыслăн пурнăçламасан мана вĕсен умĕнче намăс пулĕ. Тата "çар хĕсмечĕ - аслă шкул" тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Эпĕ те çав шкул витĕр тухма хатĕр, - терĕ Асанкасси каччи Артем Чапрасов.

Эпир вара Артема тата ытти яшсене ăнăçу кăна сунатпăр.

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика