АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹçĕ халăха, вăрçă паттăрĕсене чысласа

13 мая 2016 г.

1418 куна тăсăлнă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кашни киле хуйхă-суйхă илсе килнĕ. Апла пулин те чунĕпе çирĕп, паттăр, хастар совет салтакĕсем çĕнтерĕве çапăçу хирĕсенче те, тылра та юнпа тата тарпа çывхартнă. Хăрушă вăрçă мĕн чухлĕ ĕмĕте татнă-ши? Мирлĕ пурнăçа хỹтĕлесе пуç хунисем нихăçан та асăмăртан тухмĕç.

Кăçал майăн 9-мĕшĕнче хĕвеллĕ те ăшă пулчĕ. Аслă Çĕнтерĕве 71 çул çитнине уявлама вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем, шкул ачисем, предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем, хăнасем пуçтарăнчĕç. Вĕсем пурте район центрĕн урамĕпе утса иртрĕç.

Уява пухăннисене район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов тата ыттисем те саламларĕç. "Иккĕмĕш тĕнче вăрçи этемлĕх пурнăçĕнче, историйĕнче юлашки пултăр, унăн синкерлĕхне урăх никам та ан куртăр. Çĕнтерỹ кунне куççуль кăлармасăр ниепле те паллă тума май çук. Паян эпир хăрушă вăрçăран таврăнайманнисене аса илетпĕр. Тăнăçлăха сыхласа хăварнă тата çĕнĕ ăрăва телейлĕ пурнăç парнеленĕ ветерансен умĕнче пуç таятпăр. Сирĕн паттăрлăх вилĕмсĕр",- терĕ Алексей Александрович, çĕнтерĕве çывхартассине район çыннисем пысăк тỹпе хывнине палăртса. Вăрçă ветеранĕ С.К.Совин уява хутшăнакансене ăшшăн саламларĕ, хисеп тунăшăн тав турĕ.

Ун хыççăн вара ĕç коллективĕсен представителĕсем палăксем патне чечек кăшăлĕсем, чĕрĕ чечек çыххисем хучĕç. Районти шкулсенчен килнĕ çамрăк армеецсем, Афган вăрçине хутшăннисем, пограничниксем, моряксем стройпа утса иртни çынсен чунĕнче мăнаçлăх туйăмĕ çуратрех пулĕ.

Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем пухăннисем умĕнче юрăсем шăрантарчĕç, кăмăл-туйăма çĕклерĕç. Районти искусство шкулĕн воспитанникĕсем куракансене ташăсем парнелерĕç. Уяв программине Иринăпа Радий Басниковсем ертсе пычĕç.

"Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнакансем Аслă вăрçăра пулнă, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнă çывăх çыннисен сăнỹкерчĕкĕсене йăтса утрĕç. Сăваплă акцие тухнисен йышĕ çулран-çул ỹссе пыни çĕршыв хỹтĕлевçисене тав тунине, кашни паттăра асра тытнине çирĕплетет.

Парад хыççăн ветерансем салтак пăттине ас тиврĕç. Пурте пĕрле пухăнса вăрçă çулĕсене аса илчĕç, кăмăла çĕклекен юрăсем итлесе киленчĕç.

Çĕнтерỹçĕ-салтак палăкĕ умĕнче "Тавтапуç сире" фотовыставкăпа паллашма май пулчĕ. Районта пурăнакансем конкурса тăратнă кашни ĕçе хакларĕç. Çак кунсенче вара конкурс çĕнтерỹçисене палăртрĕç. "Тавтапуç сире!" номинацире Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ А.Афанасьева 1-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. 2-мĕш вырăна Т.Федоровпа (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) С.Антонов (Александровка тĕп шкулĕ) пайларĕç. 3-мĕш вырăна В.Потапова (Александровка), Р.Розова (Элпуç) библиотекарьсем тивĕçрĕç.

"Ятарлă тумсем тăхăннă сăнỹкерчĕксем" номинацире Асанкасси вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ О.Копташкина ĕçĕ 1-мĕш вырăнта. А.Ефремова (Йăлмахва), Е.Комиссарова (Элпуç) сăнỹкерчĕкĕсем 2-мĕш вырăна йышăнчĕç. 3-мĕш вырăна ултă çулхи Г.Саванин (Комсомольски), 4 çулхи Д.Чаркин ("Асамат кĕперĕ" ача сачĕ), И.Шорников (Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ) пайларĕç.

"Тĕрлĕ çар техникипе атрибутики пур сăнỹкерчĕксем" номинацире Л.Шорникова ĕçĕсем чи лайăххисем тесе палăртнă. С.Зайкова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), И.Трофимова (Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ) - 2-мĕш вырăнта. М.Плешков (Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ), Э.Столярова ("Пилеш" ача сачĕ), Р.Хуснетдинов (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) 3-мĕш вырăна çĕнсе илчĕç.

Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе библиотека ĕçченĕсем вăрçă кунĕсене халалланă кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ. Кĕнекесен куравĕпе аслисем те, ачасем те кăсăкланчĕç. Вĕсем вăрçă темипе çырнă сăвăсене вуларĕç. Çавăн пекех кунта килекенсем асфальт çинчи ỹкерчĕксен конкурсне хутшăнчĕç. Искусство шкулĕн ỹнер уйрăмĕнче вĕренекенсем ачасене аквагримпа савăнтарчĕç.

Паттăрсене манманни, вĕсен ячĕпе уяв йĕркелени - ырă пулăм. Мирлĕ пурнăç парнеленĕ ветерансене, тыл ĕçченĕсене тайма пуç.

Уяв концерчĕсенче вăрçă çулĕсене тата Çĕнтерỹ кунне халалланă сăвă-юрă янăрарĕ. Каçхине тỹпене пин-пин салют çăлтăрĕ илем кỹчĕ.

Уяв кунĕнче - вăйă

"Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче вара спорта тата физкультурăна кăмăллакансем, футбола юратакансем пухăнчĕç. Футболистсене чи малтанах Алексей Самаркин, Петр Краснов саламласа блиц-турнирта ăнăçу сунчĕç. Çавăнпа пĕрлех районти спорт аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн "Кĕтне" спорт комплексĕн директорĕн çумне Юрий Боровкова, аслă методиста Валерий Гаврилова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Спортри çитĕнỹсемшĕн Комсомольски газ участокĕн мастерĕ Р.Рахимзянов Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Кашни çулах иртекен футбол турнирне кăçал та хутшăнма кăмăл тунисем 9 ял поселенийĕнчен килсе çитнĕ. Хăшпĕр вăйăра хапхана пенальти тапса çеç çĕнтерỹçĕне палăртма май килчĕ. Акă, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин ертсе пыракан ял хуçалăх предприятийĕсен, тĕрлĕ организацисен ертỹçисемпе специалисчĕсен команди те Тимĕрчкассисен Александр Капитонов ертсе пыракан командине пенальти тапса çĕнсе илчĕ. Çурма финалта вара "Гигант" тата "Тимерчеево", "Кубняпа" Урмай" командăсем тĕл пулчĕç. Вĕсенчен Комсомольскисемпе Хирти Сĕнтĕрсем чи вăйлисем пулчĕç. Хирти Сĕнтĕрсен "Гигант" команди 2:1 шутпа çĕнтерсе 1-мĕш вырăна тухрĕ, Кубока тивĕçрĕ.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика