06 мая 2016 г.
2016 çулта Чăваш Енре - Ĕç çыннин çулталăкĕ. Шăпах Çуркуннепе Ĕç уявĕнче ĕç династийĕсен республикăри слетне йĕркелени чи пысăк мероприятисенчен пĕри пулнă. Слета кăçалхипе 12-мĕш хут йĕркеленĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕренỹре, культурăра, промышленноçра, ял хуçалăхĕнче тата ытти отрасльте палăрнă 26 династие чысланă.
- Раççейпе Чăваш Ен маттур ĕç çыннипе пуян. Эсир экономикăна çирĕппĕн аталанса пыма витĕм кỹретĕр. Курăмлăн ĕçленине кура, республика пĕр тан тăнăçлă аталанать. Таймапуç сире, Чăваш Енĕн ĕçчен çыннисем", - тенĕ саламласа Михаил Васильевич.
Çемье династийĕсене Михаил Игнатьев Тав çырăвĕпе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн сехечĕпе тата йăлара усă курмалли техника туянмалли парне картти парса чысланă.
Асăннă слета пирĕн районти Павловсен çемйи те хутшăннă. Вĕсен культурăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 93 çулпа танлашать. Натальйăпа Владимир Павловсем Хирти Выçли культура çуртĕнче тăрăшаççĕ. Хĕрĕ Татьяна - хореограф. Йăмăкĕ, Лариса Носова (Павлова) - районти культура çурчĕн ĕçченĕ. Павловсем çемье династийĕн ĕç стажĕ малашне ỹсессе, вĕсен ачисемпе мăнукĕсем те культура сферинче ĕçлессе шанаççĕ. Çак тĕллевпех вĕсем пурте юрлаççĕ, ташлаççĕ, тĕрлĕ конкурссене хутшăнма вăхăт тупаççĕ.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"