АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Экзаменччен кăшт маларах кỹртĕм тĕрĕслевне улăштарни килĕшỹллĕ мар"

06 мая 2016 г.

 РФ Патшалăх Думи апрелĕн 22-мĕшĕнче пĕрремĕш вулавпа аслă вĕренỹ заведенийĕсене кĕмелли йĕркесене тата тĕрĕслев экзаменĕсене сыхласа хăвармалли пирки саккун проектне йышăнчĕ. Ку енĕпе "Единая Россия" парти депутачĕсен ушкăнĕ пуçаруçă пулчĕ.

"Çакă хăш-пĕр аслă вĕренỹ заведенийĕсем 2014 çулта унта кĕмелли экзаменсен переченне улăштарнипе те çыхăннă. Çавна май абитуриентсемпе ашшĕ-амăшне питĕ пăлхантарать. Вĕсем вĕренме кĕмешкĕн маларах палăртнă экзаменсене хатĕрленнĕ, çуркунне вара пачах урăххисем кирлине пĕлнĕ", - тесе пĕлтерчĕ "Ача сачĕсем - ачасене" парти проекчĕн ертỹçи, Патшалăх Думин вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ Алена Аршинова. Вăл çак ĕçре "Единая Россия" вăхăтра хутшăнса йĕрке тунине палăртрĕ. Çакăн пек лару-тăру урăх ан пултăр тесе вĕренме кĕмелли экзаменсене октябрĕн 1-мĕшĕ хыççăн улăштарма юраманни пирки саккун кĕртнĕ.

"Маларахри тĕрĕслеве экзаменччен çеç улăштарнине абитуриент умĕнче килĕшỹллĕ мар тесе шутлатăп, вĕсене пахалăхлă хатĕрленме вăхăчĕ те çителĕксĕр. Халĕ пулас студентсем хăйсене малалла вĕренме кайма мĕнле экзамен тытмаллине 9 уйăх маларах татăклăн пĕлме пултараççех", - палăртнă депутат. Ун сăмахĕ тăрăх, Раççей Наука тата вĕрентỹ министерствин аслă вĕренỹ заведенийĕсене кĕмелли экзаменсен переченне сентябрĕн 1-мĕшĕччен çирĕплетмелле.

"ВУЗсене кĕмелли йĕркесем маларах паллă пулмалла", - тенĕ Патшалăх Думин промышленность комитечĕн членĕ, саккун проекчĕн пуçаруçисенчен пĕри А. Когогина.

"Аслă вĕренỹ заведенийĕсене кĕрес ыйтусем абитуриентсемпе ашшĕ-амăшне хумхантараççĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн сроксене çирĕплетни аслă пĕлỹ илме хатĕрленекенсен правине хỹтĕлессине ỹстерет, - тенĕ парламентарий. - Çавна май каччăсемпе хĕрсем мĕнпур нюанссене пĕлсе тăма пултараççĕ, хăш экзамена тĕплĕнрех хатĕрленме кирлине пĕлсе пĕлỹ пухаççĕ".

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика