АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Журналистсем те Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ

06 мая 2016 г.

Район хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнăранпа кăçал 85 çул çитрĕ. Хыçа юлнă çулсенче çĕршер çыннăн шăпи хаçатăннипе е питĕ тачă çыхăннă, е пĕр вăхăтлăха хĕресленнĕ.

Çĕршыва Аслă Отечественнăй вăрçă вучĕ хыпса илсен "Октябрь ялавĕ" хаçачĕн журналисчĕсем те тăшмана хирĕç кĕрешме тухса кайнă. П.Архипов редактор, яваплă секретарь В.Викторов, С.Желудкин, К.Акчурин литсотрудниксем тата редакци бухгалтерĕ Григорьев вăрçă хирĕнчен ĕçтешĕсене çыру çырсах тăнă. Тукай ялĕнче çуралса ỹснĕ В.Викторовпа (Çиçĕм Ваççи) С.Желудкин (Хирти Выçли) сăвăçсене тăван кĕтесне çаврăнса çитме пỹрмен, иккĕшĕ те çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунă. Çиçĕм Ваççин ĕç кĕнеки паян та редакцире упранать. "1939 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче "Октябрь ялавĕ" хаçат редакцине яваплă секретаре ĕçе илнĕ", тесе çырни çеç пур унта. 1942 çулхи приказсен кĕнекинче вара çапла çырнă: "Хĕрлĕ çар ретне тăнă май В.В.Викторова 1942 çулхи майăн 1-мĕшĕнчен редакцирен тухса кайнă тесе шутлас...".

Ку номерте аслă ĕçтешĕмĕрсенчен пĕрин, Корнил Александрович Акчуринăн, пурнăçĕпе кĕскен паллаштарасшăн. Материала çырнă чухне хĕрĕн, Йĕпреç поселокĕнче пурăнакан Нарспи Корниловна Васильеван, çырăвĕпе усă курнă.

Кĕçĕн Çĕрпỹел каччи Корнил Акчурин Патăрьелĕнчи педагогика училищине пĕтернĕ, ĕç стажне Хирти Шăхасан пуçламăш шкулĕн заведующийĕнчен пуçланă. Шăпа ăна редакцие те илсе çитернĕ, 1939-1941 çулсенче вăл "Октябрь ялавĕ" хаçат редакторĕн çумĕнче, яваплă редакторĕнче ĕçленĕ. Тен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланман пулсан, вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçне хаçатпа çыхăнтаратчĕ, пĕлме çук.

1941 çулхи августăн 14-мĕшĕнче Чăваш Енрен 500 коммунистпа комсомолец хăйсен ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Вĕсен йышĕнче Корнил Акчурин та пулнă. Свердловскра вĕсене пĕр уйăх çурă фронтра кирлĕ пулакан вăрттăнлăхсене вĕрентнĕ-хăнăхтарнă. Унтан, теплушкăсем çине лартса, Мускавран 60 çухрăмри Кубинка станцине илсе çитернĕ. Çак тапхăр тĕп хулашăн питĕ кăткăс, йывăр пулнă. Иккĕмĕш уйăх ĕнтĕ нимĕç фашисчĕсем çĕршывăн чĕрине ярса илесшĕн талпăннă. 127 çынна, çав шутра Корнил Акчурина та, суйласа илсе Мускаври çарпа политика училищин курсĕсенче вĕрентнĕ. Политбоецсем политруксен пĕрремĕш пулăшаканĕсем пулнă, хăйсен паттăрлăхĕпе, хастарлăхĕпе ыттисене тĕслĕх кăтартса, хавхалантарса тăнă. Часах пирĕн çарсем Мускав çывăхĕнчи пĕтĕм участокра наступлени пуçласа янă, тăшман çухату хыççăн çухату тỹссе каялла чакнă.

"Манăн атте Берлина çитмен пултăр, çапах вăл çĕршывăн тĕп хулине тăшманран хỹтĕленĕ, Мускав хулине ирĕке кăларнă чухне паттăрлăхпа, хăюлăхпа палăрнăшăн ăна медальпе наградăланă", - тет хĕрĕ Нарспи Корниловна.

Аслă Отечественнăй вăрçă вĕçленичченех Корнил Акчурин рота политрукĕ пулнă, тĕрлĕ çĕре çитсе фронт валли салтаксем хатĕрленĕ. Пушă вăхăтсенче вăл килне, мăшăрне, хĕрĕпе ывăлне çырусем вĕçтернĕ. Хĕрне шăрçаланă çырусене яланах çапла пуçланă: "Юратнă хĕрĕм Нарспи...". Пĕр çырăвĕнче вара çакăн пек йĕркесем пур: "Эсир мана кĕтетĕр пулсан та эпĕ часах пырас çук. Халĕ тĕп задача - Гитлер йыттисене, юнĕçенсене тĕпĕ-йĕрĕпе çапса салатасси. Вара татах вăрçăчченхи пек чечеклĕ, илемлĕ пурнăç пуçланĕ. Эпĕ те киле таврăнăп".

К.А.Акчуриншăн киле таврăнмалли вăхăт 1946 çулта çитнĕ. Фронтовикăн кăкăрне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" тата ытти медальсем илемлетнĕ. Киле таврăнсан вăл патшалăхăн хăрушсăрлăх, шалти ĕçсен органĕсенче тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва Йĕпреçри шалти ĕçсен пайĕн начальникĕнчен кайнă (1954-1970 ç.ç.). 1982 çулта çĕре кĕнĕ.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика