06 мая 2016 г.
Комсомольски районĕн 1№-лĕ суд участокĕн миравай судйи Аслă Çĕрпỹел ялĕнче пурăнакан К. гражданин тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухса приговор йышăннă.
Арçынна ют паспорта вăрланăшăн РФ Уголовлă Кодексĕн 325-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе айăпланă, 10 пин тенкĕ штраф тỹлеттерме йышăннă.
Ĕç-пуç çапларах пулса тухнă. Пĕлтĕр июль уйăхĕнче К. Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан К. гражданинăн автомашина салонĕнчен паспортне вăрланă. Кăçалхи февраль уйăхĕччен те тавăрса паман. Çын документне пытарса пурăннăшăн вара явап тыттараççĕ.
Источник: "Каçал Ен"