06 мая 2016 г.
Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 71 çул çитрĕ. Майăн 9-мĕшĕ Раççей халăхĕшĕн паллă кун пулнă, пулать те. Кашни çемьене пырса тивнĕ хаяр вăрçă, пурин те тенĕ пекех çывăх тăванĕ çапăçу хирĕнче пуçне хунă е сусăрланса таврăннă. Пирĕн районтан Аслă Отечественнăй вăрçа 7 пин ытла çын тухса кайнă. 3600 ытла салтак вара каялла таврăнайман. Вăрçа 179 хĕрарăм хутшăннă. Нумай-нумай салтак çапăçури паттăрлăхшăн орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Районта çуралса ỹснĕ 5 ентеш - Константин Михайлович Антонов, Геннадий Габайдуллович Габайдуллин, Иван Андреевич Кабалин, Георгий Николаевич Чернов, Федор Николаевич Чернов - Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ.
Районта пурăнакансем Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăй-халне шеллемен. Шел пулин те, Тăван çĕршывăн Аслă вăр-çин ветеранĕсен, тылра ĕçленĕ çынсен йышĕ çулсерен чакса пырать. Паянхи куна районта Аслă Отечественнăй вăрçăн 30 ветеранĕ пурăнать. Вĕсем: Зинетзян Алиякберович Абдрахманов, Шайхутдин Хайртдинович Азизов, Зинетзян Ямалетдинович Алеев, Петр Ефимович Алексеев, Василий Егорович Ананьев, Алексей Никитич Атласкин, Георгий Михайлович Белков, Николай Васильевич Васильев, Иван Степанович Владимиров, Сенетулла Гинетуллович Волков, Алексей Михайлович Галкин, Василий Петрович Зверев, Минсафа Бедертдинович Зейнетдинов, Минетулла Минязетдинович Зиятдинов, Василий Иванович Иванов, Алексей Данилович Игонин, Андрей Дмитриевич Митюков, Ревокат Прохорович Моисеев, Шеймерзян Алимович Незиров, Николай Ильич Павлов, Семен Павлович Павлов, Иван Яковлевич Салмин, Василий Григорьевич Скворцов, Всеволод Алексеевич Скворцов, Сергей Кириллович Совин, Павел Захарович Сорокин, Лидия Титовна Титова, Николай Васильевич Уральский, Василий Николаевич Чаржов, Хейертдин Ялалтдинович Ямалетдинов. Урмаел ял тăрăхĕнче пурăнакан Рахимия Галяутдиновна Султанова çамрăкла фашистсен лагерĕн узникĕ пулнă. Çавăн пекех 521 тыл ĕçченĕ, 118 тăлăх салтак арăмĕ тивĕçлĕ пулăшу илеççĕ.
Вĕсене паянхи ăрăва мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн тав тăватпăр, кашнин умĕнче пуç таятпăр.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"