АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтаксем çырсах тăратчĕç

06 мая 2016 г.

 Çĕнтерỹ мухтавĕпе пысăк çухату çĕршыври кашни çемьенех, пырса тивнĕ. Манăн ачалăх та вăрçăн йывăр çулĕсене лекрĕ. Çав çулсене аса илсессĕн халĕ те куçсем шывланаççĕ, чунăм хурланать.

Эпĕ Аслă Каçал ялĕнче 1932 çулта çуралнă. Пирĕн çемье пысăк та туслăччĕ. Вăрçă пуçланнă вăхăтра манăн пиччесем çамрăк та хитре каччăсемччĕ. Тискер тăшмана хирĕç кĕрешме пĕрин хыççăн тепри Яков, Алексей, Николай, Евгений вăрçă хирне тухса кайрĕç. Эпир килте аннепе икĕ хĕрĕ тăрса юлтăмăр. Кашни кунах пиччесенчен ырă хыпар кĕтеттĕмĕр. Анчах та 1943 çулта пирĕн хура хут çеç алла тытма тỹр лекрĕ. Çапла вара 4 пĕртăван ют çĕрте ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупрĕç. Мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши эпир аннепе пĕрле...

Вăрçăра йывăр пулнă паллах, эпир вара, килте юлнисем, мĕнле пулсан та вĕренме пăрахман, пĕлỹ илме тăрăшнă. Вăрçă вăхăтĕнче салтаксем час-часах ялсенчи çуртсене вăхăтлăха канма килетчĕç. Пирĕн Пушкин урамĕнче вырнаçнă çурт пысăкчĕ. Эпĕ ас тунă тăрăх, пирĕн килте 20 салтак таранах пурăнатчĕ. Эпир, пĕчĕк пулсан та, вĕсене пулăшма тăрăшаттăмăр, аннепе апат пĕçерсе параттăмăр. Салтаксем вара вăрман инçех пулманнипе вут кайса хатĕрлесе килетчĕç, эпир çав вутпа мунча хутса параттăмăр, апат пĕçерме усă кураттăмăр. Çав вăхăтра пирĕн килте нумай салтак пулнă, вĕсем яланах тав сăмахĕ каласа тухса каятчĕç, хăшĕ-пĕри кайран та хăйсем çинчен çырсах тăратчĕç. Шел пулин те, эпĕ çамрăк чухнех анне чирлесе çĕре кĕчĕ. Унтанпа пурнăç хăй еккипе чупрĕ, халь манăн ачасем те çитĕнсе çитсе кашниех хăйĕн ĕмĕтне пурнăçланă, кăмăла кайнă специальноçĕсене алла илсе тăрăшаççĕ.

Е.ГРИГОРЬЕВА.

Комсомольски ялĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика