06 мая 2016 г.
Майăн 4-мĕшĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 6-мĕш класра "Переписные истины" викторина иртрĕ. Асăннă викторинăна Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕн районти уполномоченнăйĕ Нина Воронова ирттерчĕ.
Нина Васильевна ачасене Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕ пирки кĕскен каласа пачĕ, перепиç девизĕ, эмблеми, районти лару-тăру çинчен пĕлтерчĕ. Викторинăра вара перепиç хăçан иртни, талисманĕ, районта инструкторсен участокĕсем миçе пулни, переписчика ултавçăран мĕнле уйăрмалли, юлашки перепиç хăçан иртни пирки ыйтусем пулчĕç. Ачасем 10 минут хушшинчех пĕтĕм ыйту çине хуравларĕç. Çĕнтерỹçĕсем грамотăсемпе парнесем илме тивĕç пулчĕç.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"