06 мая 2016 г.
Хирсенче çураки ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем те, уйрăм çынсем те ака-суха ĕçĕсене пуçланă. Типнĕ лаптăксене пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем, пахча-çимĕç акаççĕ, çĕрулми лартаççĕ. Вăрлăх çителĕклĕ.
Майăн 12-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче нумай çул ỹсекен курăксене сỹрелесе пĕтернĕ (5484 гектар). Ку енĕпе кĕр тыррисен уйĕсенче те ĕç вĕçленнĕ (4054 гектар). Кĕркунне сухаласа хăварнă çĕрсен 17637 гектарне сỹреленĕ, 8040 гектарне культивациленĕ. Çавăнпа пĕрлех пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 6 пине яхăн гектар çинче (51 процент) акнă. Унсăр пуçне пĕр çул ỹсекен курăксем 296 гектар, сахăр кăшманĕ - 200 гектар, пахча-çимĕç 3 гектар акма ĕлкĕрнĕ, 98 гектар çĕрулми лартнă.
Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ.
Источник: "Каçал Ен"