АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕтỹ тапхăрĕ ăнăçлă ирттĕр

29 апреля 2016 г.

 Кĕçех выльăх-чĕрлĕх çуллахи кĕтĕве тухĕ. Ку выльăхсен сывлăхĕпе пулăхлăхĕ çине лайăх витĕм кỹрĕ. Анчах та кĕтĕве ярас умĕн вĕсене çак тапхăра валли хатĕрлемелле. Кĕтỹрен чирлисемпе вăйсăррисене уйăрас тата туберкулез, бруцеллез, лептоспироз, лейкоз, гельминт чирĕсене тупас, çĕпĕр язвинчен, эмфизематозлă карбункулран, урнинчен профилактика прививкисем тăвас тĕллевпе те районти ветеринари служби çуркунне пуçламăшĕнчех хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕхе пăхса тухса тĕрĕсленĕ.

Выльăхсене ветеринари специалисчĕсене кăтартнисĕр пуçне, вĕсен мăйракисемпе чĕрнисене тĕплĕн тĕрĕслемелле, кирлĕ пулсан, касмалла.

Выльăха улăха, çарана кăларас умĕн чи малтан çав лаптăксене тĕплĕн тĕрĕслемелле. Çулсене тỹрлетмелле, кĕперсене юсамалла. Выльăхсем пĕр-пĕрне ан амантчăр тесен çулсем сарлака тата меллĕ пулмалла. Унсăр пуçне çак тапхăра хатĕрленнĕ чухне тĕрлĕ кĕтỹсем тĕл пулса пăтрашма юраманнине те асра тытмалла, фермер хуçалăхĕсемпе халăх кĕтĕвĕсене расна кĕтмелле. Районти кĕтỹ вырăнĕсемпе уçланкăсенче апатăн пахалăхне чакаракан ỹсен-тăрансем (ухмах курăкĕ (дурман), хура тилпĕрен (белена),чĕмере курăкĕ, чĕп куç курăкĕ (лютик), çил курăкĕ тата ытти те) пур. Çавăнпа та кĕтỹ тапхăрĕнче наркăмăшлă ỹсен-тăран аталанса кайнă вырăнсене çулса пăрахмалла е вĕсене чавса кăлармалла. Унсăр пуçне çак яваплă тапхăрта выльăхсем ядохимикатсемпе тата удобренисемпе ан наркăмăшланччăр тесе профилактика ĕçĕсене ирттерсех тăмалла.

Çавăнпа пĕрлех кĕтĕве выльăх масарĕсем çывăхĕнче кĕтме юраманнине ак манăр. Çакăн йышши вырăнсем Хирти Сĕнтĕр, Аслă Çĕрпỹел, Элпуç, Хырхĕрри, Чĕчкен ял тăрăхĕсенче пур. Унсăр пуçне выльăхсене йăлари каяшсене тăкакан вырăнсен территорийĕсене те çывăха яма юрамасть.

Кĕтỹри выльăхсене шыв илсе килсе ĕçтерсен лайăхрах пулĕ. Тăракан, юхман пĕвесенчен ĕçни тĕрлĕ инфекцисемпе инвази чирĕсем патне илсе çитерме пултарнине те асра тытмалла.

Çуллахи кĕтỹ кĕтнĕ тапхăра кĕтỹçсене ха-тĕрлемелле, выльăхсене пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентмелле, ветеринари аптечкисемпе тата троакарсемпе тивĕçтермелле.

Çỹлерех асăннă мелсемпе усă курса кĕтỹ кĕтнĕ тапхăра ăнăçлă ирттерсе ярасса ĕненес килет. Комсомольски райветстанцийĕн специалисчĕсем вара сире выльăх-чĕрлĕхе сыватма, профилактика хатĕрлевĕпе дезинфекци ирттерме, сĕнỹ-канаш пама яланах хатĕр.

С.ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика