29 апреля 2016 г.
"Малтанхи сасăлава хутшăнакансенчен пĕри те, миçемĕш вырăн йышăннине пăхмасăр, "Единая Россия" партин куç умĕнчен каймĕ", - пĕлтернĕ "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов. - Çĕршывра вăйлă политика партийĕ шутланакан "Единая Россия" умĕнче тăракан мĕнпур тĕллеве сасăлава хутшăнма кăмăл тунă командăпа татса парăпăр".
Партине çĕнĕ çынсем килмеллине РФ Правительство пуçлăхĕ, "Единая Россия" партин председателĕ Дмитрий Медведев малтанхи сасăлава хутшăнакансемпе çĕршыв президенчĕ Владимир Путин ирттернĕ тĕлпулура та каларĕ.
Дмитрий Медведев малтанхи сасăлав политика карьери тăвас тĕллев тытнă çынсем хăйсен кандидатурине ирĕккĕн тăратса суйлава хутшăнма май пани тесе палăртнă. Вăл "Единая Россия" çĕршыв шайĕнче малтанхи сасăлава партине май пур таран çĕнĕ граждансем килччĕр тесе йĕркеленине те аса илтернĕ. Малтанхи сасăлав тапхăрĕнче виçĕ пине яхăн кандидатурăна суйласа илни паллă. Вĕсенчен икĕ пине яхăнăшĕ - "Единая Россия" парти членĕ, тепĕр пинĕшĕ - нимĕнле партинче те тăманскерсем, çапах "Единая Россия" партин, президентăн курсĕпе пырса политика пурнăçне хутшăнма хатĕрскерсем.
Раççей Президенчĕ тата "Единая Россия" парти никĕслевçи Владимир Путин малтанхи сасăлав çĕннине, общество пуласлăхĕшĕн суйлавра малтанхи утăм тăвакан малашлăхлă çынсене шырама май паракан эффективлă инструмент вырăнне пулнипе килĕшнĕ. Хальхи вăхăтра политикăра та профессионалсем кирлине уйрăммăн палăртнă. "Политикăра ĕçлени çеç çителĕксĕр, - хушнă Владимир Путин. - Унсăр пуçне лару-тăрăва лайăх еннелле улăштарас, обществăшăн, уйрăм çынсемшĕн, конкретлă çынсемшĕн ĕçлеме чун-чĕререн тăрăшакан пулмалла".
Президент юлашки çулсенче "Единая Россия" тĕп политика вăйĕ пулнине палăртнă. Çакă çĕршыв парламентĕнчи депутатсен йышĕнчен çеç мар, вĕсен политика характерĕнчен те курăнать. Вăл малашне те парти çынсен лайăх пурнăçĕшĕн тăрăшса яваплă тата виçеллĕ политикăна малалла тăсасса шантарнă.
Владимир Путин малтанхи сасăлава хутшăнакансенчен тĕрĕс тата конкурентлă кĕрешме ыйтнă. Çавăн пекех вăл политик хулпуççийĕ çине тиенекен яваплăх пирки те аса илтернĕ.
"Ку йывăр тиев, мĕншĕн тесен экономика, социаллă сфера валли тунă çăмăл мар йышăнусем пирки кашни çынна чĕри патне çитермелле ăсталăхпа ăнлантарса памалла", - çапла суннă юлашкинчен çĕршыв президенчĕ малтанхи сасăлав участникĕсене.
Малтанхи сасăлава хутшăнакан "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн ертỹçи Николай Малов хăйĕн шухăшне çапла палăртнă: "Эпир питĕ пысăк хавхалану илтĕмĕр, президент хыçĕнче мĕнле хăватлă команда пулнине ăнлантăмăр. Эпир пурте тăван Чăваш Еншĕн тата çĕршывшăн кăмăлтан ĕçлеме хатĕр", - пĕлтернĕ Николай Малов.
Источник: "Каçал Ен"